Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыраш акатпăр

31 августа 2011 г.

ИР акатăн – тырăллă пулатăн. Кĕр аки пирки те çакнах каламалла. Ку ĕçе те вăраха ямастпăр – ыраш акма тухрăмăр. Унăн лаптăкĕ 100 гектартан кая мар пулмалла.

Кăçал кĕр аки каçалăкне уçма Н.Степанова шантăмăр. Николай Валентинович – пултаруллă механизатор, чăн-чăн çĕр çынни. Унччен малтан вăл çĕр хатĕрленĕ çĕрте вăй хучĕ, ку ĕçе 150 гектар çинче пурнăçларĕ.

Ака агрегачĕ чăрмавсăр ĕçлет. Олег Степанов сеяльщик хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, вăрлăха Анатолий Петров вăхăтра турттарса тăрать. Сергей Иванов заправщик та тăрăшуллă пулнине палăртмалла.

Хуçалăхра çĕр хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика