31 августа 2011 г.
Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра "Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен" саккуна сÿтсе явасси питĕ активлă пырать. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев сĕннипе туса хатĕрленĕ. 2010 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 2011 çулхи февральччен пирĕн обществăра саккун проекчĕн икĕ версине сÿтсе явнă. Хальхи вăхăтра унăн виççĕмĕш версине хатĕрлесе çитернĕ. "Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен" саккун проектне хамăр районти учительсен секциллĕ занятийĕсенче те, августăн 26-мĕшĕнче конференцире те сÿтсе яврăмăр.
Мĕн улшăнать-ха?
Саккунăн тĕп тĕллевĕ – вĕрентÿ ĕçĕн эффективлăхĕпе пахалăхне ÿстересси, ачасене тĕнче шайĕнчи пахалăхлă хальхи пĕлÿ парасси. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшне тата вĕренекенсене вĕренÿ профильне суйласа илессинче ытларах правасем параççĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсен вара укçа-тенкĕпе хăйсем тĕллĕн усă курма ытларах майсем пулаççĕ.
Саккунăн çĕнĕ проекчĕ, паллах, нумай улшăнусем кĕртет, çапах та тĕпрен улăштаракан самантсене унта сахалтарах куратăн. Раççей халăхĕсен ытларах пайне, çав шутра район çыннисене те, тĕп ыйту шухăшлаттарать: вĕренÿ тÿлевсĕр юлать-и; Кунта çакна та палăртмалла: Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ пурне те тÿлевсĕр пĕлÿ илме май пуррине çирĕплетет. Çавна май çĕнĕ саккунри пĕр положени те çĕр-шывăн Тĕп саккунĕпе хирĕçĕве кĕмелле мар.
Нумай формăллă пĕлÿ илесси сыхланса юлать. Саккунăн çĕнĕ проектĕнче пĕлÿ илессин тĕрлĕ формисемпе пĕрлех çемье формине те палăртнă (шкул умĕнхи пĕлÿ илессинче те, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассинче те).
Саккун проекчĕ тăван чĕлхепе пĕлÿ илессине те хирĕçлемест. Пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухнă чухне тăван чĕлхене те суйласа илме май пур.
Мĕскер улшăнать-ха?
Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн кашни пĕчĕк ачана шкул умĕнхи пĕлÿ памалла. Хальлĕхе çĕр-шыври ачасен 60 проценчĕн ача садне çÿреме май çук. Пирĕн районта та çак проблема çивĕч тăрать. Юлашки çулсенче 45 ача валли районта виçĕ ушкăн уçнă, унчченхи ушкăнсене пысăклатнă хыççăн тата 75 ача садике çÿреме тытăннă. Çапах та проблемăна татса пама май килмест-ха. Районти пĕчĕк ачасен 37 проценчĕ ача садне çÿремест. Çак ыйту уйрăмах Шăмăршă ялĕнче çивĕч тăрать. Шкул умĕнхи пĕлÿ парассине ÿстерес тесе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тата икĕ ушкăн йĕркелесе яма палăртрăмăр.
Çак саккунпа килĕшÿллĕн, ачасене шкул умĕнхи пĕлÿ парассинчи тăкаксене вырăнти самоуправлени органĕсен саплаштармалла. 2011 çултан пуçласа шкул умĕнхи пĕлÿ парассипе çыхăннă регион программине (укçа-тенкĕпе пулăшас тесе) федераллă тĕллевлĕ программăна кĕртнĕ. Пĕрлех шкул умĕнхи пĕлÿ парассинче патшалăхăн вĕрентÿ стандартне те кĕртме палăртнă.
Çĕнĕ стандарт – пĕлÿ пахалăхĕшĕн
Çак мерăсем ачасене пĕрремĕш класра тата ытти классенче лайăхрах вĕренме май парĕç. Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерстви 2009 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче йышăннă приказпа ("Об утверждении и введении в действие федерального государственного образовательного стандарта начального общего образования") килĕшÿллĕн, шкулсенчи вĕрентĕвĕн правăпа норматив системине патшалăхăн вĕрентÿ стандартне кĕртнĕ. Çĕнĕ стандарт çине куçасси тапхăрăн-тапхăрăн пырĕ. 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераллă патшалăх вĕрентÿ стандартне обязательнăй майпа пĕрремĕш классенче кĕртеççĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа – пиллĕкмĕш, 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вуннăмĕш классем те патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕ çине куçаççĕ.
Кăçал пĕрремĕш классемпе ĕçлеме пуçлакан районти учительсем хатĕрленÿ курсĕнче пулнă ĕнтĕ, вĕсемпе семинарсем те ирттернĕ. Классене çĕнĕ требованисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлесе çитернĕ. Пĕрремĕш класа вĕренме килекенсене учебниксемпе тивĕçтерес ыйтупа та ĕçлетпĕр. Пуçламăш пĕлÿ парассипе çыхăннă программа туса хатĕрленĕ, ăна çирĕплетнĕ.
2011 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменне (ЕГЭ) районти вăтам шкулсенчи 127 выпускник тытрĕ. Виçĕ е ытларах предметпа экзамен тытакансен шучĕ ÿссех пырать: 2010 çулта – 79,73 процент, 2011 çулта – 80,16 процент. Икĕ предметпа (математика, вырăс чĕлхи) обязательнăй майпа тытнă экзаменсенчи вăтам балл - 53,25 (республикăри кăтарту – 56 балл). Шăмăршă вăтам шкулĕнчи кăтарту – 55,81 балл.
2010 çулта пĕр выпускник ЕГЭ тĕрĕслевĕ витĕр тухаймарĕ. 2011 çулта вара вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илейменнисен шучĕ виççе çитрĕ.
9 классенчи 220 выпускникран ытларахăшĕ экзаменсенче обществознани предметне суйласа илнĕ (21,4 процент). Биологипе – 15 процент. Истори предметне вара выпускниксен 1,8 проценчĕ кăна килĕштернĕ (физикăпа – 8,2 процент, химипе – 6,4 процент). Пĕтĕмĕшле илсен, тăххăрмĕшсем экзаменсене пур предметпа та ăнăçлă тытнă.
Çĕнĕ саккун вĕрентĕвĕн модульлĕ технологийĕсемпе усă курнă чухне вĕренекене хăйĕн учрежденийĕнче вĕренÿ курсне суйласа илме, дистанциллĕ режимпа тепĕр учрежденире вĕренсе пĕр-пĕр предмета е традицие кĕнĕ курса тарăннăн алла илме ирĕк парать.
Юлашки çулсенче районта кашни вĕренекенĕн хăйне килĕшекен шкула, вĕренÿ программине тата формине, педагога суйласа илме май пултăр тесе нумай ĕçлерĕмĕр. Оптимизаци сетьне туса 7 вăтам шкула тĕп шкул никĕсĕ çине куçартăмăр, 5 пуçламăш шкула хупрăмăр. Çак ĕçе тунă хыççăн шкулсенчи, классенчи ачасен шучĕ ÿсрĕ. Халĕ класра вăтамран 16,6 ача (республикăри яллă вырăнсенче – 15,4). 2009 çулта пĕр учитель пуçне 9,9 ача тивнĕ, 2011 çулта – 10,8 ача (республикăри вăтам кăтарту – 11). Ку вăл – юлашки çулсенче районти шкулсенче 113 ача чакнине пăхмасăр.
Шкултан – пурнăç çулĕ çине
Модернизаци çул-йĕрне тытса пырса, профильлĕ вĕрентÿ малалла пырать. 10-11 классенче пурте вăл е ку профильпе (социаллă-гуманитарлă, физикăпа математика, химипе биологи, информаципе технологи) вĕренеççĕ. Анчах та, укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе, Шăмăршă вăтам шкулĕсĕр пуçне, шкулсенче пĕр профильлĕ модульпе ĕçлеççĕ, вĕренекенпе уйрăммăн ĕçлессин планĕн системи те ерипен кĕрсе пырать. Çак çитменлĕхсем хальлĕхе вĕренекен хăй килĕштернĕ профиле суйласа илессинче чăрмав кÿрсе тăраççĕ.
Вăтам шкулсенче профильлĕ вĕрентĕве çăмăллатас тесе, районти шкулсенчи 9-мĕш классенче профиль умĕнхи профориентаци ĕçне пурнăçлаççĕ. Анчах çакна пăхмасăр, ачасен 44 проценчĕ малалла мĕнле профильпе вĕренессине суйласа илмен-ха. Çавна май тĕп шкулсенче тĕллевлĕрех те тарăнрах ĕçлемелле. Паллах, ачан интересне тата ĕç рынокне шута илсе ашшĕ-амăшĕпе те ытларах ăнлантару ĕçне пурнăçламалла.
Çамрăксемшĕн шкулпа ĕçе вырнаçас умĕнхи тапхăр питĕ яваплă. Çак ÿсĕмре вĕсем профессие суйласа илеççĕ. Пĕчĕк комплектлă шкул условийĕсенче яшсемпе хĕрсен интересĕсене, вĕсен аталанăвне шута илсе тĕллевлĕ вĕренÿ никĕсне йĕркелеме йывăртарах. Çавна май çĕнĕ саккун проектĕнче вĕренÿ программин сетьлĕ формисене йĕркелеме ирĕк панă. Сетьлĕ вĕренÿ программине пурнăçа кĕртес тесен вĕрентÿ (интегрированные) комплексĕсем туса хумалла. Çавна май шкулсене професилле вĕренÿ заведенийĕсемпе, культура, физкультурăпа спорт учрежденийĕсемпе коопераци мелĕпе пĕрлештерме пулать. Кун пек чухне пĕрлехи вĕренÿ программисем тата плансем тумалла. Кунашкал опыт пирĕн пур ĕнтĕ, районти темиçе шкул Патăрьелĕнчи 7-мĕш профессипе техника училищипе тачă çыхăнса ĕçлерĕ. Профильлĕ вĕренĕве чи ăста педагогсем йĕркелесе пыма тивĕç, çавăнпа та пирĕн паянах пĕтĕмĕшле сетьпе çыхăнтарнă учительсен ĕç-хĕлне йĕркелесе ямалла.
Професси ăсталăхĕ – чи кирли
Саккун проектĕнче çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене анлă çул пама пăхса хăварнă.
Инновациллĕ программăсене малалла аталантарассинче пултаруллă ачасемпе ĕçлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта, паллах, чи малтан предмет олимпиадисене асăнмалла. Кăтартусем начарах мар. Тĕрлĕ шайри олимпиадăсене пурĕ 678 вĕренекен хутшăннă, вĕсем 24 предметпа ирттернĕ тупăшура вăй виçнĕ. Карапай Шăмăршăри вăтам шкул, Васанти тата Пуянкассинчи тĕп шкулсем районти олимпиадăсене уйрăмах активлă хутшăнаççĕ, лайăх результатсемпе палăраççĕ.
Анчах та республика шайĕнчи олимпиадăсенчи результатсем питех савăнтармаççĕ-ха. Çакнашкал олимпиадăсенче вăй виçнĕ 32 вĕренекенрен тăваттăшĕ кăна призерсемпе çĕнтерÿçĕсен списокне кĕнĕ. Результативлăх – 12,5 процент. Сăмахран, кÿршĕллĕ Елчĕксен вăл 25,5 процентпа танлашать.
Географи, экономика, информатика, акăлчан чĕлхин, истори тата хими предмечĕсен олимпиадисенче вĕренекенсем ытлашшиех палăрмаççĕ. Ку енĕпе лару-тăру темиçе çул ĕнтĕ лайăх еннелле улшăнмасть. Заданисене пурнăçласси 50 процентран та каярах (пуçтарма май пур чи нумай балл тăрăх шайласан). Вĕрентÿ пайĕн методика службин çак предметсен методика пĕрлешĕвĕсен руководителĕсемпе, шкул директорĕсемпе пĕрле çакнашкал лару-тăрăвăн сăлтавĕсене тишкермелле, ĕçе лайăхлатас тесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Вĕренекенсем тĕрлĕ проектсен конкурсĕсене активлăрах хутшăнма пуçлани савăнтарать. Тĕпчев ĕçĕсен республикăри "Наука. Творчество. Аталану" конкурсĕ тата "Excelsior" наукăпа тĕпчев конференцийĕ ачасемшĕн уйрăмах илĕртÿллĕ. Çак мероприятисене вĕренекенсем кăçал 15 проект тăратнă, вĕсенчен 5-шĕ призлă вырăнсене тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пурĕ 273 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 206-шĕ – шкулсенче, 54-шĕ – ача сачĕсенче, 13-шĕ хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче вăй хурать. Педагогсен 74,7 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Шкулсенчи педагогсен 89 проценчĕ, ача сачĕсенчи воспитательсен 35,7 проценчĕ – аслă пĕлÿллĕ специалистсем.
Паянхи кун вĕрентÿ учрежденийĕсене кадрсемпе туллин тивĕçтернĕ, çав вăхăтрах "ватăлăх" проблеми те сисĕнет. Кадрсен йышне çĕнетес, Чăваш патшалăх педагогика университетне çамрăксене тĕллевлĕн вĕрентме ярас тесе 7 заявка тăратнă.
Халĕ педагогсен тата вĕрентÿ ĕçĕнчи руководительсен професси ăсталăхĕ чи малти вырăна тухса тăрать. Ку – паянхи кун ыйтни. Çавна май педагогсене аттестацилемелли çĕнĕ йĕрке туса хатĕрленĕ. Ăна Раççейри Вĕрентÿпе наука министерствин приказĕпе çирĕплетнĕ, 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Аттестацие икĕ йĕркепе – обязательнăй тата ирĕклĕ майпа ирттереççĕ. Обязательнăй майпа педагогсен кашни 5 çулта аттестаци витĕр тухмалла, хăйĕн ĕç вырăнне тивĕçлипе йышăннине çирĕплетмелле. Пĕрремĕш е аслă квалификациллĕ категорие тивĕçес тесен вара учительсен хăйсен ирĕкĕпе аттестаци тухмалла. Хальхи вăхăтра районти педагогсен 76,7 проценчĕ тĕрлĕ квалификаци категорине тивĕçнĕ (2010 çулта – 75,5 процент). Çак йышран 14 проценчĕ – аслă категориллĕ педагогсем (2010 çулта – 12 процент).
Саккун проектĕнче учительсен професси ăсталăхне ÿстерессипе пысăк тимлĕх уйăрнă. Паянхи кун тĕлне районти педагогсен 95 проценчĕ Шупашкарти вĕрентÿ институтĕнче пулса хăйĕн професси ăсталăхне ÿстернĕ. Çав вăхăтрах квалификацие ÿстерекен курссенче 5 çул е кунтан та ытларах пулман учительсем те пур районта. Кунта пĕлÿ пахалăхĕ тата вĕрентÿри çĕнĕ технологисем пирки калаçма пулать-и; Çук, паллах. Шкулсен руководителĕсен çак лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Руководительсен хăйсен те хушма пĕлÿ – менеджер профессине алла илесси пирки шутламалла (вĕрентÿ учрежденийĕсен пуçлăхĕсен 25 проценчĕ çакнашкал квалификаци илнĕ те ĕнтĕ).
Ĕç укçине çĕнĕ системăпа тÿлеме тытăнни педагогсене хавхалантарать. Вĕсен ĕç укçин калăпăшĕ халĕ ĕç пахалăхĕпе, вĕренекенсен пĕлÿ результачĕсемпе тÿрремĕнех çыхăннă. Ĕç тÿлевĕн хавхалантару пайĕ 18 процентран 22 процента çитнĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.В.Путин хушнипе, учительсен ĕç укçине ÿстерес тĕллевпе, Чăваш Республикин Правительстви тата РФ Вĕрентÿпе наука министерстви хушшинче Килĕшу тунă, ăна алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа – килĕшÿллĕн Чăваш Республикин бюджетне 2011 çулта федераллă бюджетран субсиди укçине куçараççĕ. Комплекслă мерăсене пурнăçласа çулталăк вĕçлениччен 408,1 миллион тенкĕ ытла уйăраççĕ, çав шутран федераллă бюджетран – 260,3 миллион тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен – 147,7 миллион ытла тенкĕ (çав шутран 134,0 миллион тенкĕ – учительсен ĕç укçине ÿстерме, 13,7 миллион тенкĕ – мероприятисем йĕркелеме). Çак мерăсене пула 2011 çулта учительсен тата воспитательсен вăтам ĕç укçи пысăкланать. Ĕç укçине кашни педагогăн ĕçри результачĕсем тăрăх пăхса ÿстереççĕ.