31 августа 2011 г.
УЛМА-ÇЫРЛА йывăççи лартса чĕртекенсене, тăван çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсене И.В. Мичурин ăсчах "çĕр çинчи чи илемлĕ çынсем" тесе хакланă. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн Баскак участокĕнчи патшалăх аслă инспекторĕ Сергей Павлов – çавăн пек çынсенчен пĕри. Никам хушмасăрах, чĕри ыйтнипе Сергей Николаевич лесничество çумĕнче вун-вун çул пушă выртнă, хыт-хура ашкăрса ÿснĕ лаптăка тасатса карта тытнă, аллă тĕпе яхăн улмуççи лартса чĕртнĕ. "Павлов сачĕ", – теççĕ халь лесничество поселокĕнче пурăнакансем. Çулсем иртĕç, улмуççисем шап-шурă çеçке çурса кĕркунне тутлă пан улмипе савăнтарĕç. Ырă ĕç тунă çынна ача-пăча та, çитĕннисем те тав сăмахĕ çеç калĕç.
Сергей Николаевич тăрăшнипе, лесничество кантурĕн йĕри-таврашне хитре чечексем илемлетеççĕ, çынсене савăнăç парнелеççĕ.