31 августа 2011 г.
ПУРНĂÇРА инкек кĕтмен çĕртен килсе çапать. Нумаях пулмасть пирĕн анне – Хĕрлĕ Васан паççулккинче пурăнакан ĕç ветеранĕ Зоя Кузьминична Краснова сасартăк йывăр чирлесе ÿкрĕ. Эпир районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмне шăнкăравларăмăр. Васкавлă пулăшу автомашини кĕске хушăрах анне патне çитсе, ăна тĕп больницăна илсе килчĕ.
Реанимаци уйрăмĕн ертÿçи С.А. Кириллов çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнчĕ, тивĕçлĕ диагноз лартса уйрăма сиплеме вырттарчĕ.
Анне 5-6 кунтанах хăйне чылай лайăхрах туйма пуçларĕ. Малалла вара аннене терапи уйрăмне сиплеме куçарчĕç. Кунта та медицина ĕçченĕсем аннене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплерĕç.
Хамăр аннепе питĕ тимлĕ пулнăшăн, ăна ура çине тăма пулăшнăшăн эпир реанимаципе терапи уйрăмĕсен заведующийĕсене С.А.Кирилловпа Л.В.Яковлевана, çак уйрăмсенчи ытти мĕн пур медицина ĕçченĕсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр.