Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă-и, юратнă шкул!

03 сентября 2011 г.

Сывă-и, юратнă шкул!

СЕНТЯБРĔН 1-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Пĕлÿ кунĕ кашни çыншăн – ача-и, çамрăк-и, ашшĕ-амăшĕ-и, педагог-и, халĕ вĕренÿпе нихăш енĕпе çыхăнман çын-и – пысăкран та пысăк уяв.

Эпир кашниех шкулта вĕреннĕ, çав вăхăт пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхе юлнă.

Шкул шăнкăравĕн янравлă сасси районти 12 шкулти партăсен хушшинче ларакан 1703 вĕренекене ырă сунса саламларĕ.

Шкула пуçласа килнĕ ачасем 153-ĕн. Кăçалтан пĕрремĕш классене патшалăхăн çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн вĕрентме пуçлаççĕ. Пирĕн районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем çак çĕнĕлĕхе пур енчен те хатĕрленсе çитни çинчен пĕлтерчĕç. Информаци технологийĕсем хăвăрт аталанса пынă саманара кĕçĕн классенчен пуçласах вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелени ачасен пĕлÿ пахалăхне ырă витĕм кÿме тивĕçлĕ.

Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕпе малалла çирĕппĕн утма, педагогсене – çĕр çинчи чи пархатарлă професси çыннисене – йывăр та канăçсăр ĕçре ăнăçу тата чăтăмлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика