Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетре – çĕр улми

03 сентября 2011 г.

ХУÇАЛĂХСЕН уй-хирĕсем пушансах пыраççĕ, чылай çĕрте юлашки лаптăксене пухса çапаççĕ. Çĕнĕ тухăç хиртен йĕтеме, йĕтемрен кĕлете куçать. Ака агрегачĕсем те гектар хыççăн гектар хыçа хăвараççĕ, килес çулхи тухăç никĕсне хываççĕ – кĕçех ем-ешĕл уçăм та куçсене илĕртме тытăнĕ.

Ял çыннисем те, уяр çанталăкпа усă курса, килти анкартисенчи ĕçсене вăхăтра пурнăçласа хăварма васкаççĕ. Пуриншĕн те тепĕр хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ темелле: çынсем çĕр улми кăларма тытăнчĕç. Кам çу каçа ÿркенмен – çум курăксемпе, колорадо нăррисемпе çине тăрса кĕрешнĕ – тухăçне те самаях илет: чылай пахчара "иккĕмĕш çăкăр" йышлă та шултăра. Хăшĕсем, ир пулакан çĕр улмине маларах ăнăçлă вырнаçтарса, самаях тупăш илме ĕлкĕрчĕç.

Юлашки çулсенче фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те çĕр улми çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçлани сисĕнет, "иккĕмĕш çăкăрăн" лаптăкĕсем ÿсни те куç кĕрет. Кăçал фермерсем çак культурăна 284 гектар çитĕнтернĕ, нумайăшĕ пирĕн тăрăхра тухăç ытларах паракан, чир-чĕре тÿсĕмлĕ çĕнĕ сортсене лартса хăварнă, агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçленĕ.

Ыттисенчен ытларах лаптăксем – Г.Макаровăн (Кахăрлă Шăхаль), О.Хлюкинпа (Карапай Шăмăршă) В.Симурзинăн (Çĕнĕ Чукал) фермер хуçалăхĕсенче – 40 – 30-шар гектар.

Патирекри Р.Севрюгинăн çĕр улмийĕ те лайăх çитĕннĕ, фермер ăна кăларма пуçланă. Çавăн пекех В.Симурзин (Çĕнĕ Чукал), В.Павлов (Хĕрлĕ Васан), Е.Стараяпа М.Кузьмина (Васан) фермерсем "иккĕмĕш çăкăрăн" авăрне çулаççĕ. Ытти фермер (хресчен) хуçалăхĕсем те паян-ыран çак ĕçе пуçăнаççĕ. Çанталăк чăрмавсем кÿмесен, ĕç вăраха тăсăлмалла мар. Çынсене çĕр хытă пулни çеç пăшăрхантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика