03 сентября 2011 г.
РЕСПУБЛИКĂРА çулленех ял поселенийĕсем хушшинче ялсенче компактлă çурт-йĕр çавăрас тата тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе ăмăрту ирттереççĕ. Кăçал çак ăмăртура Чукал тата Шăмăршă ял поселенийĕсем çĕнтернĕ тесе йышăннă, вĕсене социаллă культура сферин объекчĕсене юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрса панă.
Чукал ял поселенийĕнче пĕтĕмĕшле врач практикин офисне (1449,2 пин тенкĕ) тата ялти Культура çуртне (800 пин тенкĕ), Шăмăршă ял поселенийĕнче Шăмăршăри вăтам шкул çуртне (2287,2 пин тенкĕ) тата культура аталанăвĕн центрне (1809,2 пин тенкĕ) тĕпрен юсаççĕ.