03 сентября 2011 г.

ЮЛАШКИ çулсенче районти çамрăксенчен чылайăшĕ Мускав облаçне е ытти регионсене вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет. Паллах, укçи-тенкине те пурнăçа тытса пымалăх ĕçлесе илеççĕ вĕсем. Хăш-пĕрисем вара, çурт-йĕр çавăрма ĕмĕтленекенсем, вахта ĕçне вĕçлесе киле таврăнсанах строительство материалĕсем туянаççĕ. Яла юлнă çамрăксем, уйрăмах çемьеллисем çапла майпа саплаштарса-тупăштарса хăйсен çурт-йĕрне, хуралтăсене çавăраççĕ, çĕнĕ пÿрте пурăнма куçаççĕ.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи Карл Маркс урамĕнчи Савельевсен çемйи те çак йышах кĕрет. Кил хуçи, Сергей, 2002 çулта çар службинчен таврăнсан хăйĕн телейне таçта аякра шыраман – тăван ялтах тĕпленсе пурăнма шутланă. 2003 çулта Сергей Савельев ял хĕрĕпе – Татьяна Кокуркинапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Аслă ывăл пулнă май, Сергей хăйĕн çемйипе тĕп килтен уйрăлса тухма шутланă. Мускав облаçне кайса ĕçлесе килнĕ укçа-тенкĕ строительство материалĕсем туянма май панă. 2005 çулта Савельевсем, хăйсен тăванĕсем пулăшнипе, тăван ялти Карл Маркс урамĕнче пулас çуртăн никĕсне ярса хăварнă, йывăç çуртарса бруссенчен пысăк пура пураттарнă.
Тепĕр çул хĕрÿ ĕç малалла пынă. Çу кунĕсенче çамрăк çемье тăванĕсемпе пĕрле пурана мăкласа хăпартнă, платниксен бригадине тытса çурт тăррине виттернĕ, мачча-урай сартарнă. 2007 çулта вара Савельевсем шлак блокĕсенчен хуралтăпа гараж купаланă, тăррине витнĕ.
2010 çулхи кĕркунне çамрăк çемье çуртри вак-тĕвек ĕçсене, электричествăпа газификаци монтажне вĕçлесе çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă.
Сергейпе Татьяна Савельевсем пĕр хĕрача ÿстереççĕ. Катя ялти вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренет. Пысăк та хăтлă çурт çамрăк çемьене тулли савăнăç кÿрсе тăрать.