Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев – вĕренесси

03 сентября 2011 г.

ÇУЛЛАХИ савăк каникул вăхăчĕ ачасемшĕн хыçа юлчĕ. Вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçласа партăсем хушшине кĕрсе ларчĕç. Вĕсен тĕллевĕ халĕ – ăс пухасси.

Шкул çумĕмпе иртсе кайнă чухне час-часах вĕренекенсем пĕр-пĕринпе калаçнине, пĕр-пĕрне йĕкĕлтенине те илтме пулать. Мĕнле сăмахсемпе пуплеççĕ-ха тата; Арçын ачасен те, хĕр ачасен те çăварĕсенчен усал сăмахсем "сирпĕнеççĕ" кăна. Юнашар тăракан вĕрентекен е иртсе пыракан çитĕннĕ çын та вĕсене иментермест. Словаре кĕртмен сăмахсене ăçтан вĕренсе ĕлкĕреççĕ-ши;

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕренекенсен урамра уçăлса çÿремелли вăхăчĕ каçхине 22 сехетре вĕçленет. Палăртнă вăхăтран кая юлса çÿрекенсем, паллах, пулаççĕ. Кун пирки иккĕленмелли çук. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене сăнаса-асăрхаса тăманнипе çыхăннă çакă. Ачасемпе ĕçлекен органсем те каçсерен урамсем тăрăх çÿремеççĕ. Паллах, ачасен хăйсен те саккун ыйтнине пăхăнма вĕренмелле. Хальлĕхе çакă сисĕнсех каймасть-ха.

Шкул ачи хăйне обществăлла вырăнта тытма пĕлменнишĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕ айăплă. Шăпах вĕсем тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси çине сÿрĕккĕн пăхаççĕ.

Çакна та кашнийĕнех асра тытмалла: ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăракан ачана кăна ял савать. Вăл çĕр-шыва юрăхлă çын пуласси ик-кĕлентермест.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта спорт çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлĕç. Физкультура урокĕсене ячĕшĕн çеç, сехет шучĕ пултăр тесе кăна ирттерес марччĕ. Спортпа туслă ача çирĕп дисциплинăллă пулĕ, ашшĕ-амăшне те, учительсене те савăнтарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика