03 сентября 2011 г.
УЙ-ХИР ĕçĕсем ăнăçлă пыни "Мир" ЗАО ертÿçине З.Афиятуллова чăннипех савăнтарать.
– Комбайнсем хыççăн пушаннă лаптăксене çийĕнчех ĕçе кĕртме тăрăшатпăр, – тет Зефер Халиуллович кăмăллăн. – Халĕ авă, хăвăрах куратăр, икĕ агрегат улăма преслать. Пресс-подборщиксене Мексум Невметовпа Рафик Фахрутдинов ĕçлеттереççĕ.
Вăхăт кĕр акине те васкатать. Çитес çулхи тухăç никĕсне вăхăтра хывса хăварсан çеç тырăллă пуласса лайăх ăнланаççĕ палтиелсем. Çавăнпа халĕ кунта пикенсех çĕр хатĕрлеççĕ. Данис Ибрагимов механизатор, сăмахран, "Джон Дир" тракторпа паянхи куна 500 гектар ытла лаптăка хуратма ĕлкĕрнĕ. Хăватлă техника ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парать.
Хуçалăхра кĕр тыррисене те акма пуçланă. МТЗ-1221 тракторпа ĕçлекен Мерван Фахрутдиновăн "Амазония" агрегачĕ кĕске хушăрах 350 гектара хыçа хăварнă. Кунта çакна палăртса хăварни вырăнлах пулĕ: Мерван Минетуллович – хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен механизатор, ăсталăхĕ те ÿссех пырать.
Ака пахалăхĕ, вăрлăх пĕр тикĕс варăнни сеяльщикран нумай килет. Ку тĕлĕшпе вара Зельфинур Фахрутдинова ниепле те тиркеме çук. Агрегат тытăнса ан тăтăр тесе Андрей Юманов водитель нумай тăрăшать, вăрлăха вăхăтра турттарса тăрать.
Палтиелсем ытларах кĕрхи тулла кăмăллани сисĕнет. Кăçал та вăл кашни гектартан вăтамран 33-шер – çуртрисенчен 6-7 центнер ытларах тухнă. Çавăнпа ăна хуçалăхра 800 гектартан кая мар акса хăварасшăн.
Ертÿçĕсем ĕçлекенсемшĕн, çынсемшĕн те тăрăшаççĕ. Хуçалăхра вăй хуракансене, сĕт сутакансене тÿлевсĕрех виçшер рулон улăм панă. Çĕр пайĕ пуçне 100-шер килограмм тырă тивĕçет.
Сăмах май, "Мир" ЗАОра çитес çул валли тĕш-тырă вăрлăхĕсене 300 тонна хывса хăварнă.