03 сентября 2011 г.
ÇУЛСЕМ, çулсем... Ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке вĕсем! Ачалăх, çамрăклăх, вăй парса ĕçленĕ çулсем хыçа юлаççĕ те – ватлăх çитсе тăрать. Ватлăхри пурнăç – иртнĕ çулсене аса илмелли тапхăр. Аса илмелли, шухăшламалли вара сахал мар, уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсен.
Çак кунсенче хамăрăн пилĕк пĕртăванран чи аслă аппа – Карапай Шăмăршăра пурăнакан Сарра – 80 çул тултарчĕ. Ыттисем те – 70 çултан иртнисем. Тав Турра, хальлĕхе пурте сывлăхпах пурăнатпăр-ха.
Ытти нумай-нумай йăх-несĕл пекех, эпир те тăвансенчен пуян. Пĕр тăвансен ачисем кăна çирĕмĕн. Вĕсенчен çиччĕшĕ хамăрăн тăван ялтах – Карапай Шăмăршăра пурăнаççĕ. Вĕсем пĕччен пурăнакан Сарра аппана пулăшсах тăраççĕ.
Эпир, çывăх тăванĕсем, нумаях пулмасть хамăрăн аслă аппан юбилейне пуçтарăнтăмăр. Вăл паллă кун – Пан улми сăпасĕн кунĕнче (августăн 19-мĕшĕнче) çуралнă. Аппа малтан Киров ячĕллĕ колхозра, кайран чылай çул Карапай Шăмăршăри вăрман пунктĕнче вăй хунă. Сумлă ĕçшĕн Грамотăсене, парнесене тивĕçнĕ.
Юбилей уявĕнче унпа пĕрле пĕр цехра ĕçленĕ тантăшĕсем те пулчĕç, ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çак уявра ăш-пиллĕ калаçу нумая тăсăлчĕ. Паллах, кĕрекере аса-илÿ çăмхине те сÿтрĕмĕр. Сарра аппа юрăсем итлеме юратнине пĕлсе тăнă май, хăнасем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Хитре юрăсем ялти сумлă ĕç ветеранĕн чун-чĕрине хумхантарчĕç, ăшшăн пăхакан куçĕсене шывлантарчĕç. Пĕрлех пичĕ çинче савăнăç шевлисем те çиçрĕç. Пăртăвансен ывăлĕ, аякри Ташкентра пурăнакан Виталий те пулчĕ юбилей каçĕнче. Вăл тăван ялта 20 çул ытла пулманччĕ ĕнтĕ, çапах та чăваш халăхĕн "Вĕç, вĕç, куккук", "Уй варринче" юррисене вăл чĕре хĕлĕхне хускатса юрласа пачĕ.
Ял поселенийĕн администрацийĕн ĕçченĕсем ялти ĕç тата тыл ветеранĕсене саламлани те пенсионерсене савăнăç кÿрет. В.В.Денисов телефонпа шăнкăравласа хăйне юбилей ячĕпе саламлани Сарра аппан чун-чĕрине çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетрĕ.
Хамăн сăмахăма вĕçленĕ май манăн çамрăксене çакна калас килет. Çын ялан çамрăк тăраймасть. Сисмесĕрех ватлăх каçалăкне кĕретĕн. Çавна май ватăсене сивĕ сăмахсем каласа кÿрентерес марччĕ. Вĕсем çамрăксем телейлĕ пулччăр тесе фронтра хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартса иртен пуçласа сĕм-çĕрлеччен тылра вăй хунă, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă, ача-пăча çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ветерансене çамрăксен тĕрлĕ енлĕ пулăшу памалла, вĕсен çамрăк чухнехи, вăй питти тапхăрĕнчи пархатарлă ĕçĕшĕн тав тумалла, пысăк сума хумалла.