Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕçекен-и? Кашни çын вăл вăрă...»

03 сентября 2011 г.

ПУРИНШĔН те паллă: алкоголь тата пирус туртни этем сывлăхне пĕтерет. Анчах сиенлĕ çак йăла-йĕркепе тивĕçлипе кĕрешекен çук. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен вăл халăх пурнăçĕнче тарăн тымар янă. Мĕнпе илĕртет-ха алкоголь; Эрех-сăра ĕçсен кăмăл çĕкленнĕ, чун-чĕре савăнăçпа тулнă пек туйăнать. Ултавлă эйфори туйăмĕ тыткăна илет этеме. Халăх ĕлĕкрен ĕçет. Пурнăçра ĕçкĕ çирĕп йăла пулса тăчĕ, пĕр уяв та унсăр иртмест. Çавна май алкоголь культ вăйне илчĕ.

Алкоголизм серепине лексе чирлекен, вилекен питĕ нумай. Анчах эрех-сăрана сивлекен сахал. Пирĕн пурнăçра пачах урăхла пулса тухать: эрех-сăрана мухтаççĕ, кашни черккене "сывлăхшăн", "телейшĕн" тесе çĕклеççĕ. Кам çак йĕркепе килĕшмест – вăл "хамăр" çын мар. Район больницинче ĕçленĕ чух çамрăк тухтăрпа тавлашни асăма килчĕ. Эпĕ ăна: "Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакансен урă пурнăçпа пурăнмалла", – терĕм. Вăл çакăнпа килĕшмесĕр мана хирĕçлерĕ: "Халăх ĕçсен тухтăрăн та ĕçмелле". Питĕ тĕлĕнтĕм: алкоголизма инкек тесе йышăнмасть иккен вăл! Çавăнпах пурнăçĕ те кĕске пулчĕ унăн, пенси çулне çитичченех çут тĕнчерен уйрăлчĕ.

Писательсемпе поэтсем халăха вирлĕ сăмахпа урă пурнăçа хăнăхтарасшăн. Акă Валентин Урташăн сăвви уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх инкекне хăйĕн синкерлĕ шăпи урлă хăюллăн питлет вăл:

Ĕçекен-и; Кашни çын вăл вăрă,

Сывлăхне вăрлать вăл хăйĕнне.

Камăн, тетĕр, кунĕ-çулĕ вăрăм;

Кам пĕлмест эрех черкки тĕлне!

Автор çак сăвăра халăха эрех-сăра инкекĕпе килĕшсе пурăннăшăн сивлет, унăн тымарне пĕр шелсĕр тăпăлтарма хистет.

Ĕçкĕ-çикĕ серепине лексе пĕтме çăмăл. Сывлăхлă, нумай çул пурăнакансем эрех-сăра ĕçменнисен, пирус туртманнисен йышĕнче кăна пулĕ. Ун пеккисем пирĕн районта та сахал мар.

Пурнăç мĕнле пуласси халăх сывлăхĕнчен нумай килет. Этемĕн ăс-тăнĕ чакса пырсан йĕркелĕх те пĕтет. Йĕркесĕр обществăра преступленисен шутне чакарма пулать-ши; Паллах, пулмасть: нимĕнле полици те пулăшаймĕ. Йĕркене пăснин тĕп сăлтавĕ чылай чух – алкоголь. Унпа кĕрешмелле чи малтан.

Чылайăшĕ алкоголизм пирĕн обществăшăн инкек мар тесе шухăшлать. Ку, паллах, ăссăрлăх, анчах паянхи чăнлăх...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика