03 сентября 2011 г.
Карапай Шăмăршăри Василий Стрижов ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Кÿкеçри вĕренÿ комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕнче тракторист профессине алла илнĕ. Малалла вара ĕçчен йĕкĕт пĕр çулталăка яхăн Шăмăршăри "Шанс" ОООра трактористра ĕçленĕ. 2010 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче ăна çар ретне илнĕ.
Василий Стрижов рядовой çар тивĕçне Присяга хушнă пек пурнăçласа пырать. Çакна Стрижовсен çемйине Хабаровск крайĕнчи çар чаçĕнчен килнĕ çыру та лайăх çирĕплетет. Вăл салтакăн амăшĕ ячĕпе килнĕ (шел ашшĕ, Геннадий, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ).
"Хисеплĕ Елена Васильевна! – палăртнă чаç командирĕ Жаров полковник. – Çар чаçĕн командованийĕ çакна пĕлтерет: сирĕн ывăлăр, Василий Геннадьевич Стрижов рядовой, хăйĕн çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Вăл – çирĕп дисциплинăллă салтак, ăста специалист. Унăн службăри çитĕнĕвĕсем командирсене, юлташĕсене савăнтараççĕ. Василий Стрижов подразделенире ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Чаç командованийĕ сире лайăх салтак ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн, Тăван çĕр-шывăн шанчăклă хÿтĕлевçи пулма тивĕçлĕ воспитани панăшăн ăшшăн тав тăвать, ырлăх-сывлăх сунать. Хăвăрăн ывăлăрпа эсир тивĕçлипе мухтанма пултаратăр".
Чаç командирĕ янă çыру салтак-связист амăшне – Елена Васильевнăна – чунтанах савăнтарать, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма пулăшать. Василий маттур салтак пулса тăни унăн тетĕшне, аппăшĕпе йыснăшне, хĕресна хĕрне – Татьянăна, икĕ йăмăкне те хавхалану кÿрет.