Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван сăмах – сар çу пек...

03 сентября 2011 г.

ЭПĔ мĕн пĕчĕкрен тутар, чăваш, ирçе ачисемпе выляса ÿснĕ, шкулта та вĕсемпе пĕрле вĕреннĕ. Пирĕн ял туслă халăхсене пĕрлештерсе тăрать, эпир тăванла нацисен чĕлхине, культурине хисеплеме пĕлетпĕр. Çапла пулма пире асатте-асанне, атте-анне, учительсем вĕрентнĕ. Çак ырă йăла пирĕн ялта малалла тăсăлать.

Нумаях пулмасть манăн Шупашкарта, Гладков урамĕнче вырнаçнă кардиологи центрĕнче выртса сипленме тиврĕ. Шăпах çакăнта чăваш чĕлхин çăл куç пек кĕввине, сар çу пек çемçелĕхне туйса илтĕм. Тухтăрсемпе сестрасем тата санитаркăсем çав тери çепĕç калаçаççĕ. Сăнĕсенче – хĕвел пайăрки пек çутă кăмăл, чĕлхисенче – çу пек çемçе туйăм. Хавхалануллă та ăш пиллĕ лару-тăру çунатлантарса ярать, калаçу йĕрки уйăх çутинче кĕмĕл сасăпа шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатса юхакан таса шыв кĕвви пек туйăнать...

Тутарсен паллă писателĕ Абдрахман Абсалямов "Алтын йолдыз" ("Ылтăн çăлтăр") ятлă чаплă роман çырнă, унта вăл Совет Союзĕн Геройĕн Газинур Гафиатуллинăн кун-çулĕ çинчен каласа парать. Абдрахман Абсалямов, вăрçă инваличĕ пулнă май, госпитальсемпе больницăсенче тăтăш сипленнĕ, шурă халатлă ĕçченсем çинчен пуян материал пуçтарнă. Шăпах хăй курни-илтнине никĕсе хурса ĕнтĕ писатель "Шурă чечексем" роман хайлать. "Шурă халатлă çынсем халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшаççĕ, вĕсем нихăш халăх çыннине те уйăрса пăхмаççĕ, Гиппократ тупин сăмахĕсене таса чĕререн пурнăçлаççĕ", – тет писатель. Эпĕ ун сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп.

Хам тутар пулсан та, чăваш юрри-кĕввине итлеме, чăваш хаçат-журналне вулама юрататăп. Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романне вырăсла куçарнине мар, чăвашлине вуласа тухрăм.

Роман манăн ăс-тăна чылай пуянлатрĕ, ĕçчен чăваш халăхне – тутарсемпе тата ытти мĕн пур халăхпа туслă пурăнакан халăха – тата та ытларах хисеплеме пуçларăм.

Шупашкарти шурă халатлă ĕçченсенчен пирĕн Шăмăршă больницин медперсоналĕ те тĕслĕх илсен питĕ аванччĕ. Ытарма çук илемлĕ чăваш чĕлхипе калаçни (кунта ытларах чăвашсем ĕçлеççĕ тата сипленеççĕ вĕт-ха) чирлисене хăвăртрах сывалма пулăшать. Çынна эмел çеç мар, ăшă сăмах та сиплет тесе ахаль каламаççĕ вĕт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика