07 сентября 2011 г.
РАЙОНТИ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлес ĕç мĕнлерех пырать-ха;
"Шанс" ООО. Витесене шуратман, дезинфекци туман.
"Исток" ООО. Васанти пăру витин урайне юсамалла. Витене шуратмалла, дезинфекци тумалла.
"Мир" ЗАО. Ĕне тата сысна витисене шуратман, дезинфекци туман.
"Искра" СХПК. Пăру вити урайне юсамалла, сысна витине шуратмалла, дезинфекци тумалла.
"Восход" СХПК. Сысна витин алăкĕсемпе чÿречисене ăшă тытакан тумалла, урайне юсамалла.
"Колос" Агрофирма" ООО. Сысна витинчи хăш-пĕр пÿлĕмсен урайне юсамалла, витене шуратмалла, дезинфекци тумалла.
"Карлинская" Агрофирма" ЗАО. Ĕне витинчи чÿречесене ăшă тытакан тумалла, урайне юсамалла. Витере дезинфекци тумалла. Çавăн пекех сысна витинчи урайăн хăш-пĕр хăмисене улăштармалла, стенасене шуратса дезинфекци тумалла.
А.И. Сатеевăн фермер хуçалăхĕ. Витесене шуратмалла, дезинфекци тумалла.
Г.Н. Макаровăн фермер хуçалăхĕ. Витесене шуратса дезинфекци тумалла.
Районти хуçалăхсенче кашни условнăй пуç выльăх валли хальлĕхе 47,2 апат еденици хатĕрленĕ. (Танлаштарма: иртнĕ çул кашни условнăй пуç выльăх валли 14,5 апат единици хатĕрленĕччĕ).