07 сентября 2011 г.
СЕНТЯБРĔН 2-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 41-мĕш сессийĕ пулса иртнĕ.
Депутатсем тÿрех икĕ вулавпа Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртесси пирки хатĕрленĕ Саккун проектне йышăннă. Тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн, 2012 çултан Чăваш Республикине Президент мар, Республика пуçлăхĕ ертсе пыма пуçлĕ.
Сессин кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа – "Республика бюджетне 2011 çул валли тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи тапхăр валли улшăнусем кĕртесси çинчен" – Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене туса пыракан М.Ноздряков доклад туса панă. Улшăнусене шута илсен, республикăн кăçалхи бюджечĕн калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан тупăш енĕпе 2,3 процент пысăкланать, 28 миллиард та 241,1 миллион тенкĕ пулать. Тăкаксем çавăн чухлех (2,1 процент) ÿсеççĕ: 31 миллиард та 686,3 миллион тенкĕ. Дефицит улшăнусăр юлать – 3 миллиард та 445,2 миллион тенкĕ.
Депутатсем çавăн пекех ытти ыйтусене те пăхса тухнă, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕн кунне палăртнă.