07 сентября 2011 г.
ТУНТИ КУН Шупашкарта, Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте чаплă лару-тăрура СССР космонавт летчикĕн, авиаци генерал-майорĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕн А.Г. Николаевăн палăкне уçнă. Унта ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, виççĕмĕш космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова тата тăванĕсем, министерство-ведомство ертÿçисем, депутатсем, ветерансем, сумлă хăнасем, шкул ачисем хутшăннă.
Палăка чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлипе – ниме мелĕпе – тунă. Палăк скульпторĕ – Владислав Немцев.