Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлă тыр-пулшăн

07 сентября 2011 г.

УЙ-ХИР тыр-пултан пушанчĕ пулин те, ялта хĕрÿ ĕç вĕçленчĕ теме çук. Кĕр акине вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттермелле, çĕртме сухи туса хăвармалла.

– Кĕрхи тулă 300 гектартан кая мар акатпăр, – терĕ "Колос" Агрофирма" ООО ертÿçи Виталий Захаров. – Вăрлăх çителĕклĕ, минерал удобренийĕ те кирлĕ чухлĕ хыватпăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнĕ.

Кĕр акинче Николай Тимофеевпа Петр Захаров механизаторсен агрегачĕсем ĕçлеççĕ. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Николай Захаровпа Сергей Кузьмин механизаторсем тăрăшуллă.

Хуçалăх ертÿçи Федор Никифоровпа Николай Юманов сеяльщиксене, вăрлăхпа тивĕçтерсе тăракан Валерий Федотова та ырласа асăнчĕ.

Пуянкассисем кăçал вăйлă тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Урпа гектартан 40-шер, çурхи тулă 32-шер центнер тухнă. Халĕ çитес çулхи пысăк тухăçшăн тăрăшаççĕ. Çĕре пĕтĕм лаптăк çинче сухаласа хăварма тĕллев лартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика