Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авăтать автан, мĕкĕрет пăру

07 сентября 2011 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧЕ хăш-пĕрисем чылай çул ĕнтĕ килти хуçалăхра икшер ĕне тытаççĕ. Карл Маркс урамĕнчи Чегаевсен çемйи – вĕсенчен пĕри.

Валерий Николаевичпа Вера Николаевна икĕ ĕне усрама пуçлани кăçал шăпах 15 çул çитрĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра, ĕнесемсĕр пуçне, картишĕнче – пĕчĕк пăру, хĕл каçарнă вăкăр. Кĕркунне вăкăра сутма палăртнă. Пĕлтĕр хĕлле ватă ĕнене какая панă, ун вырăнне акă пушмак пăру çитĕнтернĕ. Вăл кĕркунне пăруламалла. Халĕ сăвакан ĕнен сĕтне (ытлашшине) куллен предпринимателе сутаççĕ.

– Пăрăва е вăкăра яланах çитĕнтерсе сутатпăр, – каласа парать Вера Николаевна. – Выльăха пĕчĕкле сутнин тупăшĕ нумаях мар. Кăçал çуркунне çитĕннĕ вăкăра какая патăмăр ĕнтĕ.

Ĕçчен çемье сыснасем те йышлă усрать. Пĕлтĕр кĕркунне ама сысна çăвăрлаттарнă, амине хăйне какая ăсатнă. Çурасене хĕл каçарнă. Халĕ вĕсем 60–70 килограма çитнĕ ĕнтĕ. 8 сыснаран иккĕшне нумаях пулмасть какая панă. Пĕр сыснана çемье валли пусасшăн, теприне – ама сыснана – чуптарса çăвăрлаттарасшăн. Тăватă сыснана пусса предпринимателе сутма палăртаççĕ.

Кил картинче хурсем те нумай. Вĕсем çемье сĕтелне техĕмлĕ какайпа пуянлатма май параççĕ. Чăх-чĕп те сахал мар.

Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Ят çĕрĕсем çинче утă çителĕклĕ хатĕрлеççĕ Чегаевсем. Утçинче ачисем те пулăшаççĕ. Килти 40 сотăй çĕр çинче – тислĕк нумай тăкнă май, унăн пулăхлăхĕ те лайăх – тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ.

Ÿркенменнине кура, паллах, тупăшĕ те самаях пухăнать. Чегаевсем хăйсен виçĕ ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Выльăх-чĕрлĕх тупăшĕ килти хуçалăха малалла аталантарма, тĕрлĕ тăкаксене туллин саплаштарса пыма пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика