Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Викторовсен пĕчĕк «бизнесĕ»

07 сентября 2011 г.

ЧĂННИПЕХ ÿркенмен , канăçа пĕлмен çын темелле Палтиелĕнче пурăнакан А.Викторов пирки. Ял çыннисем ăна ĕçе юратнишĕн те хисеплеççĕ.

Хресчен выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнманни пуриншĕн те паллă. Анатолий те картишĕнче курăк ÿсме памасть – сăвакан ĕне, пăру усрать, ăратлă вăкăр тытать. Вăкăршăн уйрăмах тав тăваççĕ ăна çынсем.

– Шутлатăп та, ялти пăрусенчен çурри ытла ман вăкăрăн "ачисем" темелле, – шÿтлет кил хуçи. – Мĕнле калас, пирĕн çемьен пĕчĕк бизнесĕ вăл. Укçи-тенки самаях пуçтарăнать.

Чăх-чĕппе хур-кăвакал та йышлă Викторовсен. Вĕсен хăйсен пилĕк гектар çĕр лаптăкĕ те пур. Кăçал унта нумай çул ÿсекен тата пĕр çул ÿсекен курăксем акса çитĕнтернĕ, вĕсене çулса илсе çителĕклĕ таран паха утă хатĕрлесе хăварнă. Анатолийĕн хăйĕн Т-40 трактор пур та – çынсене йăлăнмасть, хăй пулăшма тăрăшать. Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисемшĕн те çын умĕнче пуç çапмасть.

Вăтăр соткă лаптăк çинчи çĕр улми те пысăк тухăçпа савăнтарнă. Çак кунсенче вăл, çавăн пекех, виçĕ гектар ыраш акса хăварас шухăшлă. Вăрлăхĕ çителĕклех.

Çĕр ĕçĕпе аппаланнисĕр пуçне А.Викторов ăста платник-столяр та. Пĕр сăмахпа, ылтăн алăллăскер. Вăл ăсталанă тĕрлĕ йышши сĕтел-пукана фабрикăсенче туса кăларнисенчен те уйăрма йывăр. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ унран заказ парсах ăна-кăна хатĕрлеттерекенсем те йышлă. Анатолий лаша ураписем те ăсталать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика