Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿреврен – ырă кăмăлпа

07 сентября 2011 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ялти ватăсемпе те, вăйпиттисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупать. Кашнин ыйтăвне татса пама тăрăшать.

Нумаях пулмасть ял пуçлăхĕ çак тăрăхра пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсене икĕ автобуспа район тăрăх экскурсие илсе кайнă. Малтан ватăсем Палтиел çу-мĕнчи водохранилищĕне çитсе курнă. Тинĕс пек сарăлса выртакан пĕве кану вырăнĕ çеç маррине, кунти шыв халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерекенни пулнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненнĕ.

Иккĕмĕш чарăну – Шăмăршăри "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче. Кунти территори тасалăхĕ, урамри спорт площадки тÿрех ватăсен куçĕ умне пулнă. Ача-пăча валли ăсталанă пĕчĕк площадка та асатте-асаннесен кăмăлне çĕкленĕ. ФСК çуртне хаклама вара вĕсен сăмах та çитмен. Шалта вырнаçнă кашни пÿлĕмех кĕрсе курнă, спорт инвентарĕсене тытсах пăхнă. Бассейнра çулталăкĕпех шыва кĕме май пурри те килĕшнĕ вĕсене. Хăйсен мăнукĕсем сывлăха спорт комплексĕнче çирĕплетме пултарнишĕн хĕпĕртенĕ.

Карапай Шăмăршăналла таврăннă май ватăсем вăрман илемĕпе киленсе экскурси пирки калаçса пынă. Вĕсем валли çакăн пек интереслĕ çул çÿрев тата та йĕркелесси пирки те систернĕ В.Денисов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика