Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнтăм, куççуль тухрĕ...

07 сентября 2011 г.

Юратнă шкулăм, тăван шкулăм,

Санпа ман çыхăннă кун-çулăм.

Эс – ман шăпа, телейĕм ман!

Николай ПАВЛОВ.

ПĔЛŸ КУНĔ маншăн та кашни çулах кĕтнĕ те чи пăлхануллă самант. Мĕншĕн тесен пурнăçăм ачасемпе, шкулпа çыхăннă-çке-ха. Çамрăк ăрăва воспитани парса ÿстерес ĕçри манăн тÿпе – 42 çул. Халĕ, 16 çул ĕнтĕ, тивĕçлĕ канура. Апла пулин те шкул пурнăçĕпе интересленсех тăратăп, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта тăтăшах пулма тăрăшатăп. Кунта тахçан хам вĕрентнĕ ачасем ĕçлени те савăнтарать, кăмăла çĕклет. Вĕсем паян пирĕн ĕçе малалла тăсаççĕ.

Эпĕ хам вĕрентнĕ ачасемпе тивĕçлипе мухтанма пултаратăп, выпускниксен çитĕнĕвĕсемпе ÿсĕмĕсемшĕн чунтан савăнатăп. Вĕсенчен нумайăшĕ халĕ ответлă вырăнта ĕçлеççĕ, халăх хисепне тивĕçнĕ. Вĕсем чăн-чăн çынсем пулнинче, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнинче пирĕн – учительсен тÿпи те пысăк.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе мана кăçал та хам вĕрентнĕ вуншар çын саламларĕ. Савăнтăм ватă учителе манманшăн. Куçсем те шывланчĕç...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика