Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Санитарипе гигиена – тĕп тимлĕхре...

07 сентября 2011 г.

САКĂР уйăхри эпидемиологи лару-тăрăвне илес пулсан çакна палăртмалла: иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарса пăхсан, районта çынсем паразитлă тата инфекцилле (ерекен) чирсемпе аптăранă тĕслĕхсем 2,4 пысăкрах. Чирлисенчен çурри ытларахăшĕ çул çитмен çамрăксемпе ачасем пулни уйрăмах хытă пăшăрхантарать. Чир-чĕр экономика енчен 1819,7 пин тенкĕлĕх такак кÿни палăрать.

Кăçалхи сакăр уйăха илсен, çынсем шатрапа, геппатитпа, токсокарозпа тата лямбилозпа ытларах чирлени курăнать. Кунсăр пуçне энтеробиозпа, сальмоннелезпа, гриппа, гонореяпа, сифилиспа чирлекенсем те пур. Çав вăхăтрах хăш-пĕр йышши чирсене кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен сахалтарах регистрациленĕ.

Çынсене чĕр чунсем çыртнă тĕслĕхсем пăшăрхантармасăр тăма пултараймаççĕ. Çавăнпа ялсенче ирĕкре çÿрекен йытăсемпе, кушаксемпе кĕрешес ыйтăва тимлĕхрен çухатмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем уртаракан чир ертме те пултараççĕ.

Пăшăрхантаракан тепĕр тĕслĕх – активлă туберкулезпа пирвайхи хут чирлекенсен йышĕ ÿсни. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен икĕ хут пысăкрах. Эпидпаротит тата хĕрлĕ шатра чирĕсемпе лару-тăру йĕркеллех темелле. Çынсем апат-çимĕç продукчĕсемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем те пулман. Анчах виçĕ çын эмел препарачĕсемпе, икĕ çын алкоголь суррогачĕпе, пĕр çын сĕрĕмпе сиенленнине палăртса хăвармасăр иртме çук: вĕсенчен иккĕшне çăлса хăварма май килмен.

Шыв пахалăхне илес пулсан, централизациленĕ çăл куçсенчен илнĕ 12 пробăна, шыв пăрăхĕсенчи 33 пробăна тĕрĕсленĕ, пахалăх тĕлĕшпе пысăк çитменлĕхсемех тупман.

Иртнĕ сакăр уйăхра апат-çимĕç чĕр таварĕсемпе продукчĕсен 132 пробине санитарипе хими тĕлĕшĕнчен, 146 пробине микробиологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ. Сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан 18 килограмм продукцие (аш-какая тата унран хатĕрленĕ продуктсене, сĕт продукчĕсене, пулăпа кондитер изделийĕсене) пăрахăçлама тивнĕ.

Ачасемпе çул çитмен çамрăксен учрежденийĕсенче иртнĕ сакăр уйăхра санитарипе гигиена лару-тăрăвĕ япăхланни палăрман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика