Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчене тĕлĕнтернĕ 108 минут

07 сентября 2011 г.

ИРТСЕ кайнă çирĕммĕш ĕмĕрте тĕлĕнмелле пулăм сахал мар сике-сике тухрĕ – этемлĕхе чăтма çук инкек кăтартнисем те, чуна шăнăçайми савăнăç кÿнисем те. Чи пархатарлă вăхăт, ман шухăшпа, халăх, вăрçă суранĕсенчен сипленсе ура çине çирĕппĕн тăма пуçланă 50-60–мĕш çулсенчи тапхăр пулчĕ. Çав çулсенче ĕнтĕ çĕр-шывра нумай-нумай заводпа фабрика, гидростанци, çĕнĕ хула ÿсе-ÿсе ларчĕ, инженери çитĕнĕвĕсем ĕç çыннисен пурнăçне тĕрлĕ йышши машинăпа, механизмпа çăмăллатмалли май туса пачĕç, наукăпа техника чăннипех те улăпла утăмсемпе малалла кайрĕ.

Пирĕншĕн, вăрçă умĕн е ун вăхăтĕнче çуралнă ачасемшĕн, шкула çÿренĕ çулсен кашни кунĕ тенĕ пекех мĕнле те пулин çĕнĕлĕхпе палăрса юлатчĕ. Акă ялта пурăнакан пĕр-пĕр çын халĕччен нихçан курман-илтмен детекторлă радиоприемник туяннă, картишĕнчех икĕ вăрăм кашта лартса антенна карса хунă та наушник тăхăнса Мускав хыпарĕсене итлесе ларать... Тепри таçтан фотоаппарат илсе килнĕ, шалт та шалт тутарать пире, ачасене, кашни ÿкерчĕкшĕн самаях укçа сăптăрать... Виççĕмĕшне ашшĕ-амăшĕ велосипед илсе панă – вăт лĕпĕстетет вара çав тĕлĕнтермĕш хыççăн пĕтĕм ял вĕт-шакăрĕ тусан кăларса...

Çиччĕмĕш класс пĕтерсен Çĕнĕ Йĕлмел вăтам шкулне Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă Михаил Петрович Михеев физик-математик килчĕ. Пирĕнтен сакăр çухрăмри Вăтăр Юман Керемет ялĕнчен хăй, хăмла кашти пек тÿп-тÿрĕ те вăрăмскер. Вăлах астрономи предметне те вĕрентме пуçларĕ. Хăйпе пĕрле хуларан революцичченех кăларнă телескоп та илсе килнĕ. Çĕр çывăрмасăр çăлтăрсене, планетăсене, уйăха сăнаттăмăр вара çав телескоппа. Çав-çав çăлтăр е планета хăш вăхăтра тата хăш тĕлте пулнине вĕренсе çитрĕмĕр.

Часах, 1957 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче, Совет Союзĕнче пĕрремĕш спутнике вĕçтерсе янă хыççăн канăçа пачах çухатрăмăр. Çав мăч-мăч çуталса-сÿнсе вĕçекен "çăлтăр" траекторине, вăл хăш вăхăтра тата хăш облаçсемпе республикăсем урлă иртессине радио малтанах пĕлтерсе хуратчĕ. Эпир вара ăна кĕтсе илме, çăварсене карса пăрахса "ура!" кăшкăрма ялĕпех тухаттăмăр. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă пирĕн чĕрере! Хамăрăн çутă ăслă ученăйсемшĕн, совет наукин чаплă çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртенĕ эпир.

– Нумай та вăхăт иртмĕ, кĕçех акă тĕнче уçлăхне этем вĕçсе тухĕ те тĕрĕс-тĕкĕлех çĕр çине анса ларĕ, – тетчĕ пире ырă учитель Константин Циолковскин асамлă ĕмĕчĕсене аса илтерсе.

Чăн та, Çĕрĕн малтанхи искуствăлла спутникĕсене ăнăçлă вĕçтерсе янă хыççăн С.П. Королев академик ертсе пыракан ученăйсемпе конструкторсен ушкăнĕ малашне çын тытса пыракан космос карапĕсем вĕçтерес ыйтăва татса пама тĕллев лартнă иккен. Анчах ăна пурнăçлама нумай-нумай тĕрĕслев витĕр тухмалла пулнă. Космос вĕçевĕсене Лайка, Белка, Стрелка, Чернушка, Звездочка ятлă йытăсем, кроликсем, шурă шăшисем кайса килнĕ хыççăн, тĕнче уçлăхĕнчи йывăрлăхсене этем организмĕ те çĕнтерме пултарасса çирĕп ĕненсе çитсен пулас космонавтсен пĕрремĕш ушкăнне йĕркелес ĕçе пуçăннă.

1959 çул вĕçĕнче Совет Правительстви Мускавран инçех мар космонавтсем хатĕрлекен Центр йĕркелеме йышăннă. Каярах мана кунта 1961 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласах техник-сăнавçăра ĕçленĕ, пурăна киле инженер-подполковнике çитнĕ хамăн ентеш, тахçан пирĕн ялта учительте ĕçленĕ Илья Петрович Тявин каласа панă тăрăх çак Центра йĕркелекен çынсем умне тÿрех темиçе ыйту тухса тăнă: космоса мĕнле професси çыннисем вĕçсе кайма пултараççĕ; Космонавт пулас текен çынна мĕнле пахалăхсем кирлĕ; Тĕнче уçлăхĕнче вĕçме вĕсене еплерех хатĕрлемелле;..

Вун-вун профессие "шĕкĕлчесе" тухнă хыççăн çакăн пек шухăш патне пырса тухнă: космосăн пĕрремĕш карапĕсене çар летчик-истребителĕсем тытса пымалла. Мĕншĕн-ха; Акă мĕншĕн. Малтанхи карапсене пĕр вырăнлă проектласа хунă, летчик-истребительсем те пĕчченшерĕн вĕçеççĕ. Вĕсем пуринчен те çÿлерех, пуринчен те хăвăртрах вĕçсе, хăйсен ĕçĕнче тĕрлĕ йывăрлăха, çав шутра вăхăтлăх йывăрăш çухалнине те, чăтса курнă. Вĕсем хăрушлăх мĕнне аван пĕлеççĕ, кĕтмен лару-тăрура çухалса каймаççĕ, кĕске вăхăтрах чи тĕрĕс мелсем шыраса тупма пултараççĕ.

Пĕрремĕш вĕçеве хатĕрлемелли малтанхи кандидатсене суйласа илме авиацин тĕп маршалне К.А.Вершинина шаннă. Çак ĕçре, каярах вара космонавтсене вĕçеве хатĕрлес тĕлĕшпе те, ăна Совет Союзĕн чи малтанхи Геройĕсенчен пĕри Н.П.Каманин генерал-полковник тата унăн çывăх юлташĕсем Л.И.Гореглядпа В.Л.Клоков, СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕнче Упире çуралса ÿснĕ П.В.Дементьев тата ыттисем пулăшнă. Центрăн пĕрремĕш пуçлăхĕ пулма вара медицина наукисен кандидатне, унччен летчик пулнă Е.Н. Карпова çирĕплетнĕ.

Çапла Мускавран хĕрĕх çухрăмри лăпкă та илемлĕ вăрманта çĕнĕ хула – халĕ эпир ăна Çултăр хули тетпĕр – никĕсленме тытăннă. Унта тĕнче уçлăхне "парăнтарма" кăмăл тунă пĕрремĕш çынсене илсе пынă. Çирĕмĕн пулнă вĕсем, çав хăюллă та вăйлă çамрăксем – çар лĕтчикĕсем: Юрий Гагарин, Герман Титов, Андриян Николаев, Павел Попович, Валерий Быковский, Борис Волынов, Георгий Шонин, Алексей Леонов, Виктор Горбатко, Марс Рафиков, Иван Аникеев, Евгений Хрунов тата ыттисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика