Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕ – кĕмĕл, ăсĕ – ылтăн

10 сентября 2011 г.

Кăмăлĕ – кĕмĕл, ăсĕ – ылтăн

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулти директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.С.Андреева уроксем хыççăн килне кайма васкамарĕ. Шкул çурчĕ шăпланнă, учительсем килĕсене саланнă хыççăн та вăл яланхи пекех хăйĕн ĕç планĕсен тетрачĕсене тишкерчĕ, ыран тата çывăх кунсенче учительсемпе туса ирттермелли мероприятисене палăртнă хыççăн компьютер умне ларса педагогикăри çĕнĕ технологисене тĕпчеме пуçларĕ...

Роза Сергеевна Карапай Шăмăршă вăтам шкулне 1987 çулта (вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ) ĕçлеме килнĕ. Унтанпа вăл пĕр улшăнми ачасене математикăна вĕрентет. Пĕрлех – çирĕм тăватă çул – ертÿçĕн должноçĕнче: сакăр çул класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕнче вăй хунă, юлашки вун ултă çул вара директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать.

Шкулта ĕçлекен кашни çын лайăх ăнланать: завучăн ĕçĕ питĕ яваплă. Унăн вĕрентÿ учрежденийĕн ĕç-хĕлне тĕрлĕ енлĕн тишкерсе малашлăх планне хатĕ рлемелле, педагогсен ĕçне йĕркелесе пымалла, вĕрентÿ системине çĕнĕ технологисем кĕртмелле, вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхне тĕрĕслесе тăмалла, кирлĕ пулсан, учителе пулăшмалла... Пĕрлех завучăн çĕнĕ технологисене чи малтан хăйĕн алла илмелле, ыттисене вĕрентмелле. Кĕскен каласан, унăн учительсен учителĕ пулмалла.

Çут çанталăк панă çивĕч ăс-тăн тата ĕçлес пултарулăх çÿллĕ шайра пулни Роза Сергеевнăна кĕске хушăрах коллективра хисеплисен йышне кĕме май панă. Вăл ачасемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те, пĕрле ĕçлекенсемпе те çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупать. Р.С.Андреева туса хатĕрленĕ плансемпе программăсем хăйсен результатне кăтартаççĕ.

Районти предмет олимпиадисен рейтингĕнче Карапай Шăмăршă шкулĕ малти вырăнсенчен пĕринче тăрать: олимпиадăна хутшăнакан кашни виççĕмĕш вĕренекен призерсен е çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Шкулта вĕренекенсем районти пĕр олимпиадăна та хутшăнмасăр юлмаççĕ. Ачасен шучĕ çав тери нумаях пулмасан та (вăтам шкулсем хушшинче аслă классенче вĕренекенсен йышĕ кунта чи пĕчĕкки), учительсен коллективĕ чи пултаруллисене тупса олимпиадăна тĕплĕн хатĕрлет. Кăçал 76 участникран 23-шĕ палăрнă, 6-шĕ – çĕнтерÿçĕсем.

Ачасене тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕлĕшпе те шкулта ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕренекенсен наукăпа практика конференцийĕсене районта чи малтан Карапай Шăмăршă шкулĕнче ирттерме пуçланă (2005 çултанпа). Халĕ çак шкул ачисем районти наукăпа практика конференцийĕсене кăна мар, республика шайĕнчи çакнашкал мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. 2-11 классен интеллект марафонне йĕркелесси шкулта çирĕп йăлана кĕнĕ. Кунашкал мероприяти çуллен – пĕр сиктерми 10 çул иртет. Вăл талантлă ачасене тупса палăртма, вĕсен ăс-тăнне малалла аталантарма май парать.

Роза Сергеевна районти завучсенчен чи малтисен шутĕнче информаципе коммуникаци технологийĕсене алла илнĕ, коллективри педагогсене те вĕрентÿ ĕçне çак технологисене кĕртме пулăшнă. 2008 çулта районти завучсем Карапай Шăмăршă шкулне килсе Роза Сергеевнăн ĕç опычĕпе паллашрĕç. Цифрăллă электронлă ресурссене тĕпчес, мониторинг ирттерес, уроксен расписанийĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе çав кун завучсем хăйсем валли нумай илчĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен пуçласа районта пĕрремĕш хут Карапай Шăмăршă шкулĕнче электронлă журналсемпе усă кураççĕ.

Р.С.Андреева математика учителĕсен методика идейисен республикăри фестивалĕсене те активлă хутшăнать, вĕсенче уçă уроксем парать, ĕçтешĕсене хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарать. Унăн воспитанникĕсем çулленех районти математика олимпиадисен, вĕренекенсен наукăпа практика конференцийĕсен призерĕсем пулса тăраççĕ.

Роза Сергеевна кадрсемпе те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл педагогсенчен çирĕп ыйтать, ĕçри ăнăçусене вăхăтра палăртса, учителе малалла та хастар ĕçлеме хавхалантарать. Ĕçре çитĕнÿсем тума хăй те пулăшать. Завуч учительсемшĕн – хавхалану, ăнăçу çăл куçĕ. Тăван шкул учителĕ районти конкурсра хутшăнсан, завуч унпа пĕрле хумханать, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Яваплă мероприяти вĕçленсен вара Роза Сергеевна педагога хитре те ешĕл чечексен çыххипе чыслать (çулла та, хĕлле те). Ку вăл хăех завуч учителе чунтан хисепленине çирĕплетет.

Р.С.Андреева коллективпа ĕçлессинче яланах тĕрлĕ формăсем шырать, çĕнĕлĕхсем кĕртет. Пĕлтĕр вăл учительсене професси конкурсĕсене, фестивальсемпе конференцисене активлă хутшăнма хавхалантарса портфолио смотрне (çитĕнÿсене палăртса) ирттернĕ. Учительсем хăйсен ĕç ăнăçăвне кăтартса ирттернĕ районти конкурса Карапай Шăмăршăран харăсах виçĕ учитель хутшăнчĕ. Çав вăхăтрах районти педагогсен пысăк коллективĕсенчен хăшĕ-пĕрисем пĕр конкурсант та тăратаймарĕç. Питĕ шел. Ку, паллах, çак шкулсен руководителĕсене илем кÿмест.

Карапай Шăмăршă шкулĕнче, Р.С.Андреева ертсе пынипе, виçĕ предмет секцийĕллĕ методика пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсем планпа килĕшÿллĕн, ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Предмет секцийĕсен занятийĕсенче çĕнĕ норматив докуменчĕсене пăхса тухаççĕ, предмета вĕрентессин хальхи проблемисене, педагог-новаторсен ĕç опытне тишкерсе сÿтсе яваççĕ, учительсен творчетсво отчечĕсене итлеççĕ. Кунсăр пуçне уçă уроксем, класс тулашĕнчи занятисем, предмет эрнисем те пулаççĕ. Шкулти учительсем пурте курс хатĕрленĕвне вăхăтра ирттереççĕ, хăйсен пĕлĕвне ÿстерес, çĕнĕ технологисене алла илес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Малашлăхра – учителе "урок параканран" педагог-менеджера, педагог-методиста, педагог-тĕпчевçĕне куçарасси.

Завучăн ĕçĕ – анлă та тĕрлĕ енлĕ. Вĕрентĕвĕн хăш çул-йĕрне чи пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать-ха Роза Сергеевна;

– Мĕн пур вĕренекене ăнăçлă аталанма, тивĕçлĕ пĕлÿ илме кирлĕ условисем туса парасси чи малти вырăна тухмалла, – хуравлать завуч. – Практика кăтартнă тăрăх, пултарулăхсăр ачасем çук. Пĕри – математикăпа физика, тепри – гуманитари предмечĕсемпе, виççĕмĕшĕ – спортра, тăваттăмĕшĕ ал ĕç ăсталăхĕпе, пиллĕкмĕшĕ илемлĕ пултарулăхра палăрать. Ачасен çут çанталăк панă пултарулăхне пĕчĕкрен асăрхаса, ăна малалла аталантарасси – шкул тĕллевĕ. Хамăрăн туслă та пултаруллă коллективпа, çамрăк та пуçаруллă, пысăк энергиллĕ директорпа эпир çак тĕп задачăсене туллин пурнăçлассишĕн малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр.

Р.С. Андреева – пултаруллă, творчество туйăмĕллĕ тата ĕçре пысăк опыт пуçтарнă завуч. Учительсем – тăрăшуллă çынсем. Çавна май шкулăн тĕп задачисене малалла та ăнăçлă пурнăçласа пырасси пирки иккĕленÿ çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика