Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр чăрмантарать пулин те

10 сентября 2011 г.

ЮЛАШКИ çумăрсем уй-хир ĕçĕсене те кăштах ура хучĕç. Анчах та çакă унччен çĕр ĕçченĕсем алă усса ларнă тенине пĕлтермест – хуçалăхсенче уяр çанталăкпа май килнĕ таран туллин усă курма тăрăшнă.

Паянхи куна илес пулсан, тырпула районĕпе пĕтĕм лаптăксен 99 проценчĕ çинчен пухса кĕртнĕ. "Мир", "Шанс" тата "Колос" хуçалăхсенче çеç шутлă гектарсем юлнă. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектартан 24,2 центнерпа танлашать.

Пушаннă лаптăксене сухаласа кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Ку ĕçе районĕпе 2300 гектар çинче пурнăçланă, 500 гектара яхăн лаптăк çинче çĕртме сухи тунă. Кĕр тыррисене вара хальлĕхе 1860 гектар акнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика