10 сентября 2011 г.
ЫТЛАРИ КУН пирĕн районта республикăри ветеринари ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев, Чăваш Республикинчи ветеринари службин ертÿçи Г.А.Яковлев, республикăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци начальникĕ А.Г. Лукин, районсенчи ветеринари службин ĕçченĕсем хутшăннă.
Ветеринарсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе республикипех палăрнă "Исток" ОООна çитсе курнă, кунти паха опытпа паллашнă. Витесенчи çĕнĕ оборудовани, ĕçе наука вĕрентнĕ пек йĕркелени, тирпей-илемшĕн тăрăшни хăнасене питĕ килĕшнĕ.