Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăра та, мирлĕ пурнăçра та – лайăххисен ретĕнче

10 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнчи танкистсем хăйсен професси уявне палăртаççĕ.

ТАНК çарĕсем Раççейри Хĕç-пăшаллă Вăйсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Танкистсем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче фашистла Германи çарĕсене пысăк çухатусем кÿнĕ, Аслă Çĕнтерĕве хăйсен сисĕмлĕ тÿпине хывнă. Хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн çĕр-шыври çĕр-çĕр танкист Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. 1943 çулхи çу кунĕсенче Орелпа Курск пĕккинчи çапăçусенче пирĕн танкистсем уйрăмах пысăк паттăрлăхпа палăрнă. Танксен çапăçăвĕнчен пирĕн танкистсем чаплă çĕнтерÿпе тухнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи çулсенче те мирлĕ халăхăн тăнăçлăхне кирлĕ пек тытса тăрассинче, Тăван çĕр-шыва шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтерессинче Танк çарĕсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнă. Паянхи кун та, Тăван çĕр-шывăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенчи çар техники чи çÿллĕ шая çĕкленнĕ тапхăрта, вĕсен пĕлтерĕшĕ чакман.

Пирĕн район çыннисем хушшинче хăйĕн çар тивĕçне Танк çарĕсенче пурнăçланисем сахал мар. Çар службинче палăрнăшăн нумайăшĕ çар командованийĕн Грамотине, Тав çырăвне, ятран çырса панă парнене тата черетсĕр отпуска тивĕçнĕ.

Запасри танкистсем мирлĕ пурнăçра та хăйсен ятне çÿлте тытаççĕ, пархатарлă ĕçре ырăпа палăраççĕ. Паянхи кун Танк çарĕсенче салтак тивĕçне пурнăçлакан район çамрăкĕсем те – лайăххисен ретĕнче.

Районта пурăнакан Танк çарĕсен запасри офицерĕсене тата мĕн пур воинсене, вĕсен çемйисене Танкист кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, танк брони пек çирĕп сывлăх, çăл куç шывĕ пек тапса тăракан иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика