10 сентября 2011 г.
ВАСАНТИ краеведени музейĕ пуянлансах пырать. Хальхи вăхăтра куракансем кунти этнографи залĕнче "XIX-XX ĕмĕрсенчи столяр тата платник инструменчĕсем" выставкăпа хаваспах, кăсăкланса паллашаççĕ. 80 тăваткал метр лаптăк çинче нумай-нумай çĕнĕ экспонат вырăн тупнă. Вĕсенчен нумайăшĕ – килте е тимĕрçĕре ăсталанăскерсем. Хăшĕсем, чылай вăхăт иртнĕ пулин те, халĕ те ĕçре усă курма юрăхлă.
Музейра, çавăн пекех, йывăçран тата тăмран хатĕрленĕ савăт-сапа, килти ĕç хатĕрĕсем те йышлă. Ĕлĕкхи кĕпе-тумтир, илем эрешĕсем те паянхи çамрăксемшĕн кăсăклă.