Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картишĕнче тем те пур – ĕне, вăкăр, самăр хур...

14 сентября 2011 г.

ĔÇСĔР тăрса юлнă граждансене пĕчĕк тата вăтам бизнес йĕркелеме пулăшас тĕллевпе патшалăх ятарлă программа хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн предприниматель ĕçне пуçăнма тĕллев лартнисене каялла тавăрса памалла мар 58 пин те 800 тенкĕ субсиди уйăрса параççĕ. Виç çул хушшинче районта 175 çын, çав шутра 7 инвалид çак пулăшупа усă курнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене пысăк тимлĕхре тытать, сăмахпа та, ĕçпе те хавхалантарма тăрăшать.

Çак кунсенче кăна-ха эпир Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче пултăмăр, Ильинсен хуçалăхне кĕрсе куртăмăр. Кил хуçи – Геннадий Николаевич – предприниматель ĕçне маларах пуçăннă, ял çыннисенчен сĕт пуçтарать. Кăçал вара унăн мăшăрĕ Алевтина Ивановна та, виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма пирĕн центр урлă 58 пин те 800 тенкĕ субсиди илчĕ. Ильинсем мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесшĕн.

Кил картине кĕтĕмĕр те, чăннипех те тĕлĕнтĕмĕр: икĕ ĕне, пĕр вăкăр, хĕрĕх кролик, сакăр вунă хур, йышлă чăх-чĕп... Ильинсем кунсерен вăтăршар литр сĕт сутаççĕ. Ăçтан кăна ĕлкĕреççĕ-ши;

– Куç хăрать те, алă тăвать, – йăл кулса хуравларĕ пирĕн ыйту çине Алевтина Ивановна. – Кăçал выльăх çими нумай, тыррине фермерсенчен туянтăмăр. Ан ÿркен кăна, ялта ĕçлесех тулăх пурнăçпа пурăнма пулать.

Вăкăрне ÿстерсе, Ильинсем ăратлăха тăсма хăварасшăн. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышне тата та пысăклатасшăн.

Хастар çемьене ĕçре тата пурнăçра ăнăçу, çирĕп сывлăх сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика