Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çынна хисеплесчĕ

14 сентября 2011 г.

ВАТТИСЕН кунĕ çывхарса килет. Камшăн уяв вăл, камшăн-тăр... Паллах çак кун ватă çынсене хисеп туни лайăх-ха, вĕсене манса кайманни савăнтарать. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те çук мар: хăш-пĕр çĕрте ветерансемпе пенсионерсем çинчен çак кун çеç "аса илеççĕ"...

Район центрĕнче хăйсен вăхăтĕнче тĕрлĕрен предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче (шел, хăшĕсем текех çук ĕнтĕ) ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем сахал мар. Кам тăрăшмалла-ха вĕсемшĕн; Паллах ял поселенийĕн, вырăнти ветерансен канашĕн. Ку ĕçе, ман шутпа, пĕрлехи вăйпа, пĕрлĕхлĕ программăпа туса пымалла.

Тепĕр самант çинче чарăнса тăрас килет. Уяв тĕлне культура учрежденийĕсем концерт программисем йĕркелеççĕ. Анчах та вĕсем пурне те килĕшмеççĕ. Çăри-çари, никам ăнланми юрăсем кама кирлĕ-ха; Пире, ватăсене, ĕлĕкхи сăпайлă юрăсем, халăх юррисем килĕшерех параççĕ. Вĕсене ачаран итлесе-юрласа ÿснĕрен, вĕсем пурин чун-чĕрине те çывăх.

Шкулсенче те ватă çынсем çине тимлĕх ытларах уйăрма ачаранах вĕрентмелле, хăнăхтармалла. Ку тĕлĕшпе класс сехечĕсем ирттернин усси питĕ пысăк. Вĕсене ветерансене явăçтарсан тата лайăхрах, вырăнлăрах пулнă пулĕччĕ. Шкулсенче Тимур командисене çĕнĕрен чĕртсе тăратма та вăхăт: ватăсене пулăшни – сумлă, сăваплă ĕç. Çакна манар мар: вăхăт çитсен, пурте ватăлатпăр, аслă ăру çыннисене ăшă сăмахпа та, ĕçпе те пулăшасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика