Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнтарчĕ çыру салтак амăшне

14 сентября 2011 г.

АНАТ ЧАТКАС йĕкĕчĕ Алексей Фадеев салтака кайиччен Шупашкарти строитель техникумне пĕтернĕ. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Алешăна Раççей çарне службăна илнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех спорта юратнăскер тата тавçăруллăскер, чăваш йĕкĕчĕ çарта та çухалса кайман – вĕренÿре те, кăткăс хĕç-пăшалпа çар техникине алла илес ĕçре те лайăх енчен çеç палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ кунсенче Алексей Фадеева сержант званийĕ панă.

Амăшĕ – Зинаида Васильевна – ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе чĕререн савăнать. Савăнма сăлтавĕ те пысăк: çак кунсенче çеç-ха Алеша службăра тăракан Раççей Шалти çарĕсенчи çар чаçĕн командирĕ Сергей Юрков подполковник Алешăн амăшĕ патне Тав çырăвĕ янă. Унта вăл Алексей çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланине, подразделенин обществăлла пурнăçне хастар хутшăннине, командирсемпе юлташĕсем ăна питĕ хисепленине палăртать.

"Сирĕн ывăлăр пек маттур воинсем Раççей çарĕн чысĕпе мухтавне çĕклеççĕ", – тенĕ Сергей Юрков подполковник хăйĕн çырăвĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика