Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчене тĕлĕнтернĕ 108 минут

14 сентября 2011 г.

Инженери пайĕн сотрудникĕсем (техник-тĕрĕслевçĕсем), пулас космонавтсене тĕрлĕ йышши хатĕрсем (стендсем) çинче ĕçлеме хăнăхтарнă. Вĕсен тĕллевĕ вĕçме хатĕрленекенсене вĕçев условийĕсемпе çывăх тăракан лару-тăрура ĕçлеме вĕрентесси пулнă. Çавна валли чупакан çул, онгокинетика барабанĕ, ротор, силленсе тăракан платформа туса панă. "Восток" вĕренÿ карапĕ те пулнă вĕсен. Унта пулас космонавтсем карапа алăпа тытса пыма, радиоçыхăну йĕркелеме, наукăра тĕрлĕ сăнав тума, борт журналне мĕн-мĕн çырса хумаллине вĕреннĕ.

... 1961 ÇУЛХИ савăк çуркунне килсе çитрĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕ. Юн кун.

Эпĕ Сулахай Булак урамĕнче вырнаçнă педагогика институчĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренетĕп. Яланхи пекех лекцисем пыраççĕ. Кăнтăрла çитеспе, тăхтава тухма шăнкăрав пуличченех, коридорта питĕ хыттăн: "Ур-ра!" Космосра – этем! Космосра – совет çынни!!!" тесе кăшкăрни янăраса кайрĕ. Ним ăнланаймасăр унталла-кунталла пăхкалатпăр. Тепĕр самантран пĕр сасă çеç мар, ушкăн шăв-шавĕ илтĕне пуçларĕ: "Ур-ра! Космосра – çĕнтерÿ! Пăрахăр вĕренме! Га-га-рин!.." пĕтĕм çурта кисретсе янрашаççĕ тулта. Ăнланаймастпăр-ха: те "Гагарин", те "татарин" теççĕ хăйсем.

Тухрăмăр сиксе вăтăр пилĕк çын таран. Мĕн пулнă; Акă виçĕ-тăватă çамрăк тин кăна аялти хутри деканатран чупса хăпарнă, пĕрне-пĕри пÿлсе пире кĕтмен хыпар пĕлтереççĕ:

– Радио тин кăна Мускавран ТАСС хыпарне пĕлтерчĕ. Космосра – совет çынни... Тĕрĕссипе... вăл таврăннă ĕнтĕ... Ăнăçлă анса ларнă... Космонавчĕ – майор... Ăна Юрий Гагарин тесе чĕнеççĕ... Вăт çапла...

– Ур-а-а! – савăнăçа пытармасăр пĕтĕм вăйран кăшкăрса ятăмăр эпир те, вара пĕр-пĕрне ыталама, саламлама тытăнтăмăр.

Мана çак кĕске хыпар кăна тивĕçтермерĕ-ха. Ăçтан вăл, кам вăл, ăçтан вĕçсе хăпарнă, ăçта анса ларнă; Миçе хут çаврăннă Çĕр йĕри-тавра; Астрономин çĕрлехи урокĕсем йĕр хăварнах ĕнтĕ ман пуçăмра. Çавăн çинчен шухăшларăм та тÿрех кунтан инçех те мар вырнаçнă Пичет çуртне, Бауман урамне, "Ленин ялавĕ" хаçат редакцине тапса сикрĕм.

Чăнах иккен! Телетайп лентисем ТАСС пĕлтернин тексчĕсене умлăн-хыçлăн кăларса тăраççĕ. Унсăр пуçне кашни пÿлĕмрех радио калаçать, хаçат сотрудникĕсем дикторăн кашни сăмахне хăлха тăратсах итлеççĕ. Историлле хыпара Юрий Левитан диктор темиçе хут та калать. Унăн сасси янравлă та сумлă, ÿт тăрăх тăр-тăр чĕтретекен хум чупса каять. Ара, çапла пулмалла та, ан тив, пĕлтĕр пĕтĕм тĕнче пирĕн çĕр-шыв мĕнлерех чаплă çĕнтерÿ тунине!

Пÿлĕме васкаса пырса кĕнĕ Николай Кириллович Демидов тĕп редактор мана асăрхарĕ, тÿрех хул пуççирен лăпкаса илчĕ.

– Ну, поэт, саламлатăп сана чаплă уяв ячĕпе, – терĕ вăл. – Ĕнтĕ мĕн тумалла пулать тетĕн-ха;

– Савăнмалла, хĕпĕртемелле, Николай Кириллович, – терĕм ăна, ним тавăрма аптраса.

- Тĕрĕс каларăн – савăнмалла. Анчах пĕччен мар. Ку вăл пĕтĕм çĕр-шыв, пĕтĕм тĕнче савăнăçĕ. Эппин, вулакансене те çав савăнăçа туллин туйса илме пулăшмалла. Хисеплĕ те пархатарлă ĕç хушатăп сана, хăть çурăлса кай, анчах ыран тăхăр сехет тĕлне çакăнта питĕ хитре сăвă килсе пар, – командир пек куçран тÿррĕн пăхса, аллăма хыттăн чăмăртаса ăсатса ячĕ мана тĕп редактор, вăрçă ветеранĕ.

– Илсе килетĕп,- терĕм эпĕ. – Паллах, илсе килетĕп. Кунĕ мĕнлерех те...

Акă вăл, "Ленин ялавĕнче" шăп аллă çул каярах пичетленнĕ сăвă.

Паянхи Прометей

Савăнăç! Телей ку! Çут хыпар ку!

Пытарас-и пысăк хаваса; –

Космоса совет çынни хăпарчĕ,

Космоса – пĕрремĕш рейс туса.

Çĕнтерÿ каллех, çĕр-шывăм, санăн,

Эс пуçларăн çĕнĕ эрăна –

Уйăх леш енне малтан сăнарăн,

Ятăн кучченеç Венерăна.

Ĕнтĕ пур фантазийĕ Жюль Вернăн,

Циолковскин çут тĕллевĕсем

Çак çуркуннерен чăн пулчĕç мар-и,

Тулчĕç мар-и чăрсăр ĕмĕтсем;!

Чаплă çуркуннен хитре хыпарĕ

Асран тухмĕ, сÿнмĕ ĕмĕрне, –

Юрий Алексеевич Гагарин

Тĕлĕнтерчĕ пĕтĕм тĕнчене!

Грек халапĕн чăрсăр Прометейĕ

Турăсен вутне вăрланă чух

Тĕлĕннĕ тет халăх: "Кам çитейĕ

Çÿлти вут патне; Ун пек çын çук!"

Акă халь каласчĕ: "Йăнăшатăр! –

Пур çав вут патне çитекенни, –

Сирĕн Прометейĕртен те паттăр

Йăл-йăл кулакан совет çынни!"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика