Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача пирус туртни – хăрушă

14 сентября 2011 г.

ÇУЛ çитмен ачасем туртнипе Раççей тĕнчери çĕршывсен хушшинче чи малта тăрать. 13-16 çулсенчи çамрăксен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ пирус тутине ăша хывма ĕлкĕрнĕ, 35 проценчĕ унпа чылайранпа туслă. Никотин серепине çакланнисен ÿсĕмĕ çамрăкланса пырать: 1993 çулта – 15, хальхи вăхăтра 11-12 çулсенчисем мăкăрлантараççĕ. Юлашки вунă çулта туртакансен йышĕнче хĕрачасемпе арçын ачасен йышĕ пĕрпекленни сисĕнет.

Чăваш Енре çакнашкал ятарлă тĕпчев туман пулин те лару-тăру çĕр-шыв шайĕнчинчен питех уйрăлса тăмасть.

Кашни çынна табак тĕтĕмĕпе вараланман таса сывлăшпа сывлаттарассишĕн, çул çитмен ачасене пируспа çыхланма илĕртекен кирек мĕнле витĕмрен сыхлассишĕн çине тăраççĕ сывă пурнăç йĕркишĕн кĕрешекенсем. Паллах, пархатарлă ăнтăлăва пĕтĕм общественноçа хутшăнтармалла.

Пирус туртма чарни усса каясси иккĕлентермест, анчах çиме хушман япала техĕмлĕ тенине те манмалла мар. Ырă тĕслĕх витĕмне хакласа никотин серепине çакланнă кашни çыннăн чунне ăшăтмалли майсем шырамалла, ăнлантару ĕçне вăйлатмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика