Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ экскурсии

14 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.П.Чугунов, ялти ветерансен совечĕн председателĕ С.М. Еремеев Çĕнĕ Чукалти тата Вырăс Чукалĕнчи пенсионерсене чăн-чăн уяв туса пачĕç. Çак кун, вĕсем ертсе пынипе, эпир С.И. Симурзин фермерăн "Газель" автобусĕпе район тăрăх экскурсие тухрăмăр.

Малтан эпир Палтиелнелле çул тытрăмăр. Çак ял таврашĕнчи шыв хранилищи пире хăйĕн илемĕпе тата мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Малашне, çак хранилище хута кайсан, район халăхне таса шывпа тивĕçтересси сисĕмлех лайăхланĕ.

Кун хыççăн Шăмăрша килтĕмĕр, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче пултăмăр. Кунта та пирĕншĕн тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. Пире уйрăмах ачасем бассейнра шыва кĕрсе савăнни килĕшрĕ.

Малалла пирĕн маршрут Баскакалла выртрĕ. Çак паççулкăра эпир "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ йĕркелесе янă экологи сукмакĕпе утрăмăр. Вăрманăн юмах евĕр туйăнакан илемĕ пирĕн кăмăла çĕклерĕ, чун-чĕрене ачаш туйăмсем кÿчĕ. Чăнах та, питĕ илемлĕ тăрăхра пурăнатпăр эпир! Экскурсие вĕçлесе эпир кунтах хуранпа тутлă яшка пĕçерсе çирĕмĕр, вăрман курăкĕсемпе техĕмлĕ чей вĕретсе ĕçрĕмĕр.

Хамăра пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, интереслĕ экскурси йĕркеленĕшĕн эпир, пенсионерсем, Г.П. Чугунова тата С.М.Еремеева чĕререн тав тăватпăр. Автобуспа тивĕçтернĕшĕн С.И.Симурзина та тав сăмахĕсем калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика