Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн тинĕс, хумĕсем пĕр тикĕс...

14 сентября 2011 г.

ТĔЛĔНМЕЛЛИ, курмалли хамăр тăрăхрах самаях иккен. Ахăртнех, чăн-чăн илеме тепĕр чух асăрхама çеç пĕлместпĕр пулас. "Кăвак хуппине" уçма пулăшакансене вара тав тăвас çеç килет. Манмаççĕ иккен-ха пире, ĕç ветеранĕсене. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Пуянкасси ял поселенийĕн ĕçченĕсем пуçарнипе, черетлĕ экскурсие пуçтарăнтăмăр.

Чи малтанах эпир Палтиел ялĕ çывăхĕнче тăвакан шыв хранилищине çитсе куртăмăр. Тĕлĕн-меллипех тĕлĕнтĕмĕр кунта. Мĕн тери пысăк вăл: таçтан-таçтан сарăлса выртать, инçете тăсăлать. Ун çийĕн тикĕс хумсем чупаççĕ, шывĕ – тăп-тăрă. Тарăнăшĕ те пысăк теççĕ. Хранилищене акăшсем те иленнĕ иккен, ун çийĕн чарлансем вĕçеççĕ.

Çакăн хыççăн эпир Шăмăршăри сывлăха тĕреклетмелли "Туслăх" комплексра пултăмăр. Кунта та ăшшăн кĕтсе илчĕç пире, анлă экскурси ирттерчĕç.

Асра юлмалла, усăллă иртрĕ çул çÿрев. Çакăншăн эпир, ветерансем, Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхне А.Кузьмина тата пире илсе çÿренĕ микроавтобус водительне Н.Муромцева чĕререн тав тăватпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика