14 сентября 2011 г.
ÇУТ ÇАНТАЛĂК – хăйне евĕр "кĕнеке", ăна "вулама" çеç пĕлмелле. Унпа вара ачасем те хаваспах паллашаççĕ. Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, акă, нумаях пулмасть "Таса çырансем" акци пулса иртрĕ. Çак экологи мероприятийĕ шкулти волонтерсем пуçарнипе иртрĕ. Вĕсем çумне ытти вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç, пĕрлехи ушкăнпа Чаткас çырми çыранĕсенче хĕрĕх михĕ ытла çÿп-çап пухрĕç.
Куç хăрать те - алă тăвать: тирпей-илем хамăршăнах вĕт. Çакăн хыççăн тăван тавралăха варалакансен йышĕ палăрмаллах чакасса шанас килет.