17 сентября 2011 г.
ÇАК кунсенче Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче "Сывлăх чи хаклă тупра, ăна çамрăкран упра" ятпа "çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулу иртнĕ.
Ял çыннисем умĕнче сывлăха упрамалли пирки фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ А.В.Гаврилова тухса калаçнă, нумай-нумай ыйту çине тулли хурав панă.
Ĕç ветеранĕ Е.К.Чернова хăй çырнă "Сывлăха упра" сăввипе тĕл пулăва илем кÿнĕ. А.А.Алексеева библиотекарь пуçтарăннисене "ЗОЖ" ("Сывă пурнăç йĕрки") хаçатăн çĕнĕ номерĕпе паллаштарнă.