Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашла, вăрман!

17 сентября 2011 г.

Вăрман ĕçченĕсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент Шăмăршă лесничествин директорĕпе В.Глуховпа тĕл пулса калаçнă, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Владимир Иванович палăртнă тăрăх, вăрманçăсен ĕçĕ самаях курăмлă иккен. Анчах ун сăмахĕсенче мухтанни сисĕнмерĕ.

– Владимир Иванович, чи малтанах Сире уяв ячĕпе саламлатăп.

– Тавтапуç. Хам енчен те вăрман ĕçченĕсене, ветерансене саламлас килет. Ку уяв – пирĕншĕн çеç мар, пуриншĕн те. Мĕншĕн тесен çынсен пурнăçĕ вăрманпа тачă çыхăннă: вăл пире ăшăтать те, тăрантарать те, хÿтĕлет те...

– Шăмăршă лесничестви – республикăра пысăккисен шутĕнче.

– Тĕрĕсех. Тăватă районти вăрмансене пĕрлештерсе тăрать вăл. Лаптăкĕ те самаях пысăк – 72 пин гектар йышăнать. Калама кăна вĕт. Çак пуянлăха пăхса-асăрхасах тăмалла, çине тăрса упрамалла. Çавăнпах ĕнтĕ вăрман ĕçченĕсен пачах та канăç çук темелле. Кашниех çак ĕçе чунпа парăннă тейĕттĕм.

– Калăр-ха, Владимир Иванович, мĕн-мĕн туса ирттернĕ кăçал?

– Пурне те ăçтан асăнса пĕтерейĕн?

Сăмахран, 100 гектар вăрман лартса хăвартăмăр. Тÿрех каламалла: хунавсен чĕрĕлеслĕхĕ лайăх. Кунсăр пуçне, хăйсем тĕллĕн ÿснĕ хунавсем – 20 гектар. Вăрмансем çĕнелнине çирĕплетекен курăмлă тĕслĕх çакă.

Вăрмансене çĕнетме хамăрăн питомниксем пурри те нумай пулăшать. Лесничествăра вĕсем виççĕ. Чи пысăкки – Шăмăршăри участок лесничествинчи. Вăл, 37 гектар йышăнаканскер, базăлли шутланать. Унти ĕçсене Н.Эсливанова йĕркелесе пырать. Кăçал кăна республикăри лесничествăсене 200 пин ытла хунав патăмăр, ку тĕлĕшпе ял поселенийĕсене те пулăшрăмăр.

Пирĕн тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç – вăрмана вут-кăвартан сыхласси. Ку тĕлĕшпе яланах сыхă тăратпăр. Лăсăллă вăрмансен лаптăкĕсен йĕри-тавра сухаласа хăварнă. Кăçал кăна 80 километр сыхлав полоси тунă, маларахрисене 200 гектар çĕнетнĕ.

– Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка шута илнĕ эппин?

– Инкек пуласса кĕтсе тăмалла мар, унран сыхланма малтанах хатĕрленмелле. Шăмăршăри участок лесничествинче пушара хирĕç кĕрешекен службăна Ю.Володин ертсе пырать. Иртнĕ çул 1,8 гектар çинче вăрман çуннăччĕ пулсан, кăçал хальлĕхе кун пек пĕр тĕслĕх те пулмарĕ. Пушар пулнă вырăна тасатса тирпейленĕ, сухаласа хăварнă. Çитес çул унта çĕнĕ хунавсем лартатпăр. Кунсăр пуçне тата 100 гектара яхăн йывăç лартса хăвармалла пулать.

– Вăрмансене çĕнетме патшалăх та пулăшать. Кăçал кăна çак тĕллевпе республикăна федераци бюджетĕнчен темиçе миллион тенкĕ куçарнă.

– Чăннипех те сисĕмлĕ пулăшу ку, виçĕм çулхипе тата пĕлтĕрхипе танлаштарсан, самаях пысăк сумма. Кăçал кăна пире икĕ çĕнĕ пушар машини, УАЗ маркăллă патруль машини уйăрса пачĕç. Бюджет пулăшăвĕ нумай-нумай ыйтусене татса пама май парать.

– Владимир Иванович, лесничество лаптăкĕ пысăк пулни пирки маларах асăнтăр-ха.

– Ăна пăхса тăрас тĕлĕшпе коллектив пысăк ĕç тăвать. Кашни участокрах чăн-чăн ăста специалистсем тăрăшаççĕ. Пĕрне ырласа тепĕрне хурлас шут çук манăн – пурне те пысăк тав. Шăмăршăри участок лесничествинчи В.Ванюшин, Чукалти участок лесничествинчи Г.Ермолаев, Палтиел участок лесничествинчи А.Цыганов патшалăх инспекторĕсенчен, М.Азизов вăрман сыхлавĕн инженерĕнчен тĕслĕх илмелли, вĕренмелли нумай. Шел, çамрăксем питех килесшĕн мар пирĕн пата.

– Вăрманта турпас вĕçмесĕр пулмасть теççĕ-ха та...

– Лесничествăра кукăр алăллисемшĕн çул хупă. Ун пеккисене çийĕнчех тупса палăртатпăр, явап тыттаратпăр. Закона пăсса йывăç каснă пĕр çын ĕçне район сучĕ пăхса тухмалла. Вăрмана сыхлас тĕлĕшпе ял поселенийĕсемпе те килĕштерсе ĕçлетпĕр. Халăх хушшинче, шкулсенче ăнлантару ĕçне туса пыратпăр. Çакăн усси куç кĕретех. Вăрман – халăх пуянлăхĕ. Апла пулсан, унпа усă курма çеç мар, ăна упрама та пĕлмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика