Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçа тайса тав тăвар

17 сентября 2011 г.

АСЛĂ ăру çыннисен нуши-асапне питĕ нумай курма-тÿсме тиврĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тата вăрçă хыççăн пурнăç питĕ йывăрччĕ. Çав çулсенче ача пулнисем выляса-кулса юлаймарĕç, хĕр пулнисем чаплă тăхăнса кураймарĕç. Выçăллă-тутăллă пурăннипех нумайăшĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, пурăнакансене те чир-чĕр аптăратсах тăрать.

Кивĕ Чукалта паян 203 пенсионер пурăнать. Арçынсенчен чи ватти – вăрçă участникĕ Н.И.Чамеев, хĕрарăмсенчен чи асли – А.А.Шикина. Анисия Андреевна 98 çула çитрĕ ĕнтĕ.

80 çултан иртнĕ арçынсем пирĕн саккăрăн – Н.И.Чамеев, Е.И.Головин, А.З.Эрюков, И.Е.Заказов, А.П.Малеев, В.В.Ларионов, В.А.Пордуреев тата И.М.Сергунов.

Хĕрарăмсем хушшинче 80 çултан иртнисем çирĕм пиллĕк. М.М.Борзова, П.Ф.Андрейкина, Т.А.Скворцова, О.Г.Мердеева, М.Е.Головина, Е.Е.Албутова, Е.С.Трифонова, М.П.Денисова, О.М.Карзанова, А.А.Заказова тата ыттисем мĕн ватăличчен тăван колхозра чунтан тăрăшса ĕçлерĕç.

М.М.Борзовапа П.А.Малеева халĕ килтен тухса çÿреймеççĕ, вырăнпах выртаççĕ. Ыттисем ватлăха парăнасшăн мар-ха: кил хушшинче ĕçлеççĕ, алса-чăлха çыхаççĕ, мăнукĕсене пăхаççĕ.

Кашни ветеран çинченех статья çеç мар, кĕнеке те çырма пулать. Вĕсем чăннипех те хисепе тивĕç. Ватă çынсем тÿссе ирттернине çамрăксен нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ. Аслă ăру çыннисене пуçăмăрсене тайса тав тăвар, тата та нумай пурăнма сывлăх сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика