Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен сыхланар

17 сентября 2011 г.

2011 ÇУЛХИ сакăр уйăхра район территорийĕнче 7 пушар тухнине регистрациленĕ. Вут-çулăмра пĕр çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсенче 6 çурт-хуралтă çунса кĕлленнĕ, 7-шĕ сиенленнĕ. Пĕтĕмĕшле сиен тăкакĕ 840 пин тенкĕпе танлашать.

Инкек сăлтавĕсене уйрăммăн тишкерсен 7 пушартан 4-шĕ – электрообородувание кирлĕ пек монтажламаннипе тата хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçламаннипе, пĕри – кăмака хутса çунтарнă вăхăтра асăрхаса-пăхса тăманнипе, пĕри – вутпа асăрханусăр пулнипе, пĕри çиçĕм çиçсе вут тухнипе çыхăннă.

Электропроводкăна кашни 7-10 çулта çĕннипе ылмаштарса тăмалла. Сарайне, лупасайне карнă проводкăна – тăтăшрах та. Электроприбор вилкине разеткăна чикнĕ пулсан, ăна пăхсах тăмалла, картише тухса тепĕр ĕçе пуçăнмалла мар. Çĕнĕ электропроводкăна монтажланă чухне электрик ĕçне ятарласа вĕреннĕ специалиста кăна чĕнмелле. Килтен ĕçе тухса кайнă чухне разеткăсене тĕплĕн пăхса çаврăнассине çирĕп йăлана кĕртмелле. Сарайĕнчи, витери, лупасайĕнчи лампочкăсене плафонра тытмалла.

Хутмалли сезон пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Пÿрте кăмакапа ăшăтса пурăнакансен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçлассишĕн тăрăшмалла. Кăмака-каланкка мăрйисене тĕплĕн пăхса çаврăнмалла, çуркаланнă вырăнсене тăм-хăйăр хутăшĕпе сăтăрмалла, шуратмалла. Паллах, каланккана, мăрьене хăрăмран тасатма та манмалла мар. Кăмака (каланкка) çинче çуркаланнă вырăнсем пулсан, вĕсене те тăм-хăйăр хутăшĕпе сăтăрса якатмалла, шуратмалла. Мунча кăмаки пирки те çакнах каламалла. Каланккана е мунча кăмакине хутса çунтарнă вăхăтра пăхсах тăмалла, çывăха вут пуленккисем, çунма пултаракан ытти япаласем хумалла мар.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене куллен пурнăçласа пымалла. Кун пек чухне кил-çуртра инкек те пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика