21 сентября 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕ 357 ", 2011 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕ
Шăмăршă районĕнче сентябрĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ-2011» чупăва ирттересси çинчен
Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ-2011» чупăва йĕркеллĕ те çÿллĕ шайра ирттерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. Чупу кунне ирттерме йĕркеленĕ организацилле комитет йышне çирĕплетес.
2. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене кашни ял поселенийĕнчех 2011 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре «Нацисен кросĕ-2011» чупăва старт пама сĕнес.
3. Çак йышăну мĕнле пурнăçланнине контроллеме район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне В.А. Петькова хушас.