21 сентября 2011 г.
"ВАТТИСЕНЕ – чыс та хисеп" уйăхлăха хутшăнса, Пуянкасси ялĕнчи библиотекăра чечек выставки йĕркеленĕ. Алена Цыганова илсе килнĕ тĕрлĕ тĕслĕ розăсем, Зинаида Егорован георгинисемпе хризантемисем, Елена Казееван, Наталия Макарован, Мария Ефимован, Галина Афанасьеван илемлĕ астрисем, Ирина Петрован бархатцысем, Светлана Пушкинан гладиолусĕсем, Татьяна Федотован флоксĕсем зала ытармалла мар асамлă сăн кĕртнĕ.
Библиотекăра аслă ăру çыннисене халалласа кĕнекепе иллюстраци выставки те йĕркеленĕ. "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ выставкăна килнисене музыка саламĕпе чысланă.