21 сентября 2011 г.
ЫЛТĂН тырă кĕлете кĕчĕ пулин те уй-хирте ĕçсем вĕçленмен-ха. Çитес çул та тухăçлă пулас тесен, çĕрсене сухаласа хăвармалла. Агротехника çапла тума хушать. Ку тĕлĕшпе «Колос» агрофирмăра икĕ агрегат ĕçлет. Паянхи кун тĕлне Николай Захаров механизатор Т-150 тракторпа, Вячеслав Богатнов ДТ-75 «хурçă утпа» виççĕр гектара яхăн сухалама ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.
Хуçалăхра кĕр аки те вĕçленсе пырать. Халĕ Николай Тимофеевпа Петр Захаров МТЗ маркăллă кустăрмаллă тракторсемпе кĕрхи тулă акаççĕ. Ĕç пахалăхне тиркеме çук. Кунта, паллах, Федор Никифоровпа Николай Юманов сеяльщиксен тÿпи те пысăк. Валерий Федотов заправщик та тăрăшуллă. Вăрлăха Владимир Петров водитель вăхăтра турттарса тăрать.