21 сентября 2011 г.
РАЙОНТА ялсемпе тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелли кĕрхи тапхăр пуçланчĕ. Йывăç лартмалли вăхăт "алăкран шаккать". Çак ĕçе ватти те, çамрăкки те, шкул ачи те хутшăнсан аванччĕ. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: çырма-çатрасене йывăçпа тĕм лартса ишĕлме чармалла, кану вырăнĕсене ешĕллентермелле, сад пахчисем чĕртмелле.
Район центрĕнчи урамсенче унччен илем кÿрсе ешернĕ чылай йывăç-тĕм типсе хăрнă, вĕсене тĕп тума ирĕкри качакасем те нумай пулăшнă ĕнтĕ. Кĕркунне тата çитес çуркунне çĕнĕ йывăçсем лартасчĕ. Çак ĕçрен пĕр ĕç коллективĕ те пăрăнса ан юлтăр. Халĕ мĕн куратпăр-ха: çирĕм-вăтăр çынлă е ытларах йышлă коллективран та йывăç лартма, урама тирпей-илем кĕртме иккĕн-виççĕн çеç тухаççĕ. Шкулта вĕренекенсем те чунтан хавхаланса ĕçленине курма çук. "Йывăç лартнăшăн укçа памаççĕ вĕт", – теççĕ хăшĕсем. Шел те, паянхи çамрăксенчен чылайăшĕ пурлăхпа тупăш кÿрекен ĕç патне кăна туртăнать.
Ялсенче çеç мар, ферма территорийĕнче, техника паркĕн картишĕнче те йывăç-тĕм лартса ÿстермелле. Улма-çырла йывăççи илемĕпе те, тутлă çимĕçĕпе те савăнтарĕ.
Шăмăршăри ипподром йĕри-таврашне темиçе çул хушши ĕнтĕ йывăç-тĕм лартатпăр. Анчах чылай чух ĕç харама каять: е типĕ курăкпа пĕрле хунавсене çунтарса яраççĕ, е аванах çĕкленнĕ çамрăк хурăнсене чунсăр çынсем милĕк валли касаççĕ, е выльăх-чĕрлĕх кăшласа хăртать.
Шучĕшĕн те ячĕшĕн мар, ĕç пахалăхĕшĕн тăрăшар, юлташсем. Мĕн лартнине карта тытса пÿлер, упраса ÿстерер. Çак чăнлăха кашни ялтах шута илсен аванччĕ.