Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмаççĕ паттăрăн ятне

21 сентября 2011 г.

ВАЛЕРИЙ Сидоров... Хăюллă та тÿрĕ кăмăллă милици майорĕ Чечняра бандитсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕренпе çак кунсенче ултă çул çитрĕ.

В.Н.Сидорова асăнса районта çулленех волейбол турнирне ирттереççĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ турнира темиçе команда хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен пайĕн, иккĕмĕшне – Шăмăршăри шалти ĕçсен пайĕн, виççĕмĕш вырăна Пуянкасси ял поселенийĕн командисем тухрĕç. «Чи лайăх вылякан» тесе Сергей Агеева (Шăмăршă), Анатолий Кошкинпа Фенис Бикчурина (Патăрьел) тата Демьян Тимофеева (Пуянкасси) палăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Грамотăсемпе тата спонсорсен парнисемпе чысларĕç.

В.Н.Сидоровăн мăшăрĕпе ачисем волейбол турнирне ирттерме пулăшнă спонсорсене хаçат урлă чĕререн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика