21 сентября 2011 г.
"Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн вун çиччĕмĕш конференцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ республика Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Николай Бударин, районсен тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, халăх сасăлавĕн малтанхи тапхăрĕнче çĕнтернисем, Раççейри Халăх фронтне кĕнĕ общество пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем хутшăннипе уçăлнă. Конференцире партин регион уйрăмĕн Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата малашлăх планĕсемпе партин регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский паллаштарнă.
– Эпир суйлава хамăрăн иртнĕ тапхăрти тивĕçлĕ ĕçсемпе кĕтсе илетпĕр. Мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçланă, – тенĕ Михаил Алексеевич. – Партин регион уйрăмĕпе Раççейри халăх фрончĕн координаци канашĕ тăрăшнипе Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсем палăртма халăхăн малтанхи сасăлавне йĕркеллĕ ирттертĕмĕр. Праймеризра сумлă çынсем çĕнтерчĕç. Вĕсем пурте депутат кандидачĕ пулма тивĕçлĕ.
Конференцире "Единая Россия" партин Мускавра сентябрĕн 23-24-мĕшĕсенче иртекен съезчĕн делегачĕсене суйланă. Çак хисепе Михаил Игнатьев Президент, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, Чăваш парламенчĕн Председателĕн çумĕ Владимир Мидуков, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Çĕмĕрле хула пуçлăхĕ Сергей Яргунин тивĕçнĕ. Съездра вара парти списокĕпе Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕ кам пуласси уçăмланĕ.
Конференци вĕçĕнче "Единая Россия" партин çĕнĕ членĕсене партбилет панă, уйрăмах пуçарулăх кăтартнисене Тав хучĕпе чысланă. Вун çиччĕмĕш конференцин виççĕмĕш тапхăрне сентябрĕн 29-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.