Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕсенчен вĕренмелли нумай

21 сентября 2011 г.

Пирĕнпе кÿршĕллĕ Чăваш Сăкăт ялĕнчи "Красное знамя" хуçалăх ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Район хаçатĕнче вĕсен ĕç опычĕпе паллаштараймăр-ши?

Василий ПАЙМЕЕВ, РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, ĕç ветеранĕ.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔНЧЕ чуна пăшăрхантаракан ÿкерчĕк курма хăнăхнă хăнасем е ĕçпе çÿрекенсем Патăрьел районĕнчи Сăкăт уй-хирĕнче пĕр лаптăк та пушă выртманнине, йăри-тавра тырă хумханнине е ытти культура çитĕннине асăрхасан тĕлĕнеççĕ. Машина-трактор паркĕнче – шăкăрин техника. Кунта та йĕркелĕх хуçаланать. Выльăх-чĕрлĕх витисенче ир пуçласа каçчен çын хĕвĕшет: пĕрисем тислĕк кăлараççĕ, теприсем утă-улăм турттараççĕ. Ялан ĕçлекен 130 çын. Ака-вырма вăхăтĕнче тепĕр çавăн чухлĕ хушăнать. Самана йывăрлăхĕсем кунтан пăрăнса иртнĕ. Коллектив çирĕм-вăтăр çул каяллахи пекех сыхланса юлнă. "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ мĕн пур чăрмава çĕнтерсе пырать, малалла çирĕп утать.

Хуçалăх ертÿçипе Петр Николаевич Никифоровпа каçхи канашлу хыççăн, ĕç пÿлĕмĕ специалистсенчен, бригадирсенчен, яваплă ытти çынран пушансан, тĕл пултăмăр. Ахаль чухне ăна пÿлĕмре тĕл пулма йывăр. Тăн-тăн хуçалăхăн тилхепине çирĕп тытса пырас тесен сĕтел хушшинче кăна ларнипе мала каяймăн. Пур çĕре те хăвăн çитмелле, курмалла, сиксе тухакан ыйтусене хăвăрт татса памалла. Чăн та, хальхи вăхăтра кĕсье телефонĕ ялан çумра, специалистсемпе туххăмрах çыхăнма май пур. Анчах хăв курнине, куçа-куçăн калаçнине нимĕн те çитмест. Çапла хăнăхнă ĕлĕкрен.

Хуçалăх ĕçĕпе кăмăллă председатель. Тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Пысăк пайĕ пÿлмере ĕнтĕ. Тухăç савăнтарать, ăна кашни гектартан 34 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх хыççăн ку – чăннипех пысăк ÿсĕм. Шăрăхра хул-çурăма аван хуçакан сухан вăрлăхĕ (севок) парка çитĕннĕ: гектартан 150 центнер.

Сентябрь пуçламăшĕнче хуçалăхра çĕр улми кăларма тухнă. Кăçал ăна 200 гектар лартса хăварнă.

– Çанталăк çумăра кайрĕ-ха, – тет пĕлĕшĕм. – Иртнĕ çулсенче ку вăхăта çуррине кăларса илнĕ. Нÿрĕк те кирлĕ. Уяр кунсем пулĕç-ха. Типшĕрсенех хире тухатпăр...

Вунă çула яхăн Сăкăтсем çĕр улмине Голланди технологийĕпе çитĕнтереççĕ. Йăран тăрăх матикпе çум курăка таккаса çÿремелли вăхăт яланлăхах иртнĕ. Лартнă чухне тăпрана гектар пуçне сахалтан та 400-500 килограмм минерал удобренийĕ варăнтараççĕ. Чир-чĕре, хурт-кăпшанка, çав шутра колорадо нăррисене пĕтерме хими препарачĕсемпе усă кураççĕ. Шăтса тухнă хыççăн пĕр хутчен кăпкалатма тивет. Йăран хушшине "хурçă утсем" текех кĕрсе çÿремеççĕ тесен те тĕрĕс. Кĕркунне вара тăпра палăрми çимĕç тухать. Ăна пуçа чиксе пухма маннă ялта. Ĕçе механизацилеме ют çĕр-шывра туса кăларнă икĕ комбайн туяннă, вĕттипе шултрине уйăракан ятарлă сортировка пур. Хиртен турттарма автомашина çителĕклĕ. Чăн та, çуркунне тухăçшăн "кĕмĕл" самаях хывма тивет пулин те кĕр мăнтăрĕ савăнтарать. Пирĕн тăрăхра çĕр улми – чи тупăшлă культура. Кун пирки Чăваш Ен Президенчĕ яланах аса илтерет. Хуçалăх сортлă вăрлăх туса илессипе специализациленет. Сăкăтсем "иккĕмĕш çăкăр" кăна мар, репродукциллĕ тĕш тырă та çитĕнтереççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ÿсĕм пур. Мăйракаллă шултра выльăх 650 пуç. Çав шутра сăвакан 260 ĕне. Пин пуç сысна, утар пур. Пĕлтĕр апат сахаллипе чылай çĕрте выльăх шутне чакарчĕç. Кунта вара йыша сыхласа хăварчĕç кăна мар, маларахри çулпа танлаштарсан 2030 центнер аш-какай (22 процент), 360 центнер сĕт (10 процент) ытларах илме пултарчĕç. Çакă та çырлахтармасть хастар ертÿçе. Мĕншĕн тесен эпир Европăри малта пыракан патшалăхсенчен çав-çавах чылай кая юлса пыратпăр. Пирĕн апат пахалăхĕ начар, нумай чухне ăна хатĕрлемелли технологие пăхăнмастпăр. Витесенчи микроклимат та тивĕçлĕ шайра мар. Шăршлă сывлăш, кирлĕ температура тытманни продуктивлăха чакарать. Акă мĕншĕн çитес çул Петр Никифоров фермăсенче пысăк реконструкци тума ĕмĕтленет. Унсăрăн конкуренци тапхăрĕнче ахрат çырмине лекетĕн.

– Юлашки çулсенче удобренисен, гербицидсемпе пестицидсен, çавăн пекех çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем темиçе хут та хăпарчĕç, – тÿррĕн калаçать Петр Николаевич. – Çав вăхăтрах вунă-вун пилĕк çулранпа хуçалăхра туса илекен тĕп таварсен – сĕтпе тĕш тыррăн – хакĕ питех ÿсмен. Налук çăмăллăхĕсем çук. Тăкак ытларах тÿсетпĕр, уссине вара сахал куратпăр. Хура халăх урине хура тăпрана чикмесен хырăм тăранаймасть теççĕ. Çăкăрпа кăна тутă мар-çке çын!..

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика