Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черкке тупăка сĕтĕрет

21 сентября 2011 г.

ЮЛАШКИ вăхăтра çĕр-шывра ĕçке пула вилекенсен шучĕ ÿссех пыни пирки хаçат-журналта та, радиопа тата телевиденипе те сахал мар пĕлтереççĕ. Сахал-им-ха хамăр ялсенче, район центрĕнче алкоголизм чирне пула вăхăтсăр вилекен çынсем; Акă пĕр ялта ĕçекен хĕрарăм виллине такамăн пахчинче тупнă, тепри, ĕçекенскер, килĕнче пĕччен пурăнаканскер, ĕçсех вилнĕ. Хăçан вилнине те пĕлмеççĕ. Кун пек тĕслĕхсем сахал мар.

Ĕçекене сивлекен сахал, "Ĕçтĕрех, манăн укçапа ĕçмест вĕт;" – теççĕ нумайăшĕ. Ĕçкĕпе иртĕхекен çемьери ачасем чăн-чăн нушана лекеççĕ. Вĕсем шкула çÿрекенсем хушшинче хăйсене чăркăш тытаççĕ. Хăшĕсем айванрах, хуйхăллăрах, "паян каллех анне ÿсĕр пулать-шим;" тесе шикленсе киле таврăнаççĕ. Ĕçкĕпе туслашнă çемьери ачасене тивĕçлĕ воспитани пама питĕ йывăр. Кун пек çемьесемпе вĕрентекен, класс ертÿçи пĕр чĕлхе тупаймасть, воспитани ĕçĕнчи пĕтĕм йывăрлăх вĕрентекен çине куçать. Ĕçкĕ чирĕпе чирлекен çемьере – яланах харкашу, хирĕçÿ. Ĕçкĕллĕ çыннăн ăс-тăнĕ улшăнать, вăл хăй мĕн тунине те ас тăваймасть, çав тери хăрушă, синкерлĕ ĕç те туса хума пултарать.

Ĕçекене, укçи пулсан, чару çук, магазина кĕрсен – мĕн тĕрлĕ эрех-сăра. Аптекăра та "мухмăр чĕртмелли" хаклă мар.

Акă аптекăра эпир, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптракансем, тухтăр çырса панă эмелсене илме черетре тăратпăр. Аптекăна вăтам çулсенчи арçын кĕчĕ. Пичĕ-куçĕ шыçăнса кайнă, аллисем чĕтреççĕ, хăй аллинчи укçине шутлать. Анчах чĕтрекен аллинчи пĕр укçа тухса ÿкрĕ. Упаленсех шырарĕ, тупаймарĕ. Вара, черетре тăракан çынсенчен пĕр тенкĕ тархасласах ыйтнипе, пĕр хĕрарăм "шеллерĕ", пачĕ. Хăй çине-çинех: "вилетĕп, мухмăр", – тет. "Вилекен çын больницăна каять, "скорăйне" кĕрет", – терĕмĕр. Арçын хăюллансах çапла хуравларĕ: "Мана чĕртекенни кунтах пур!" Пĕчĕк кĕленчене туянчĕ те пирĕн умрах, кĕленчеренех ĕçме тытăнчĕ. Мĕнле ансат: ку "чĕртекен" кĕленчесене Шăмăршăра ирĕккĕнех сутаççĕ. Кирек кама та чару çук. Кĕсье тĕпĕнчи вак укçапа та мухмăртан "чĕрĕлмелли" эмел туянма пулать. Мухмăр чĕртекенсем аптекăна уçичченех кунта пухăнаççĕ, пĕр-пĕрин укçине шутлаççĕ, миçе кĕленче илме çитнипе интересленеççĕ. Паян ĕçсен – ыран каллех мухмăр. Çакăн пек мухмăр чĕрте-чĕртех чăн-чăн алкоголика тухаççĕ, чăннипех те вара алкоголизм чирĕ пуçланать. Кун пек çын алкоголизм чирĕ питĕ хăрушă пулни çинчен, тен, пĕлсех те каймасть пулĕ. Çемьере ашшĕ ĕçни – пĕр хуйхă, ача-пăчаллă çемьере амăшĕ те ĕçсен – çĕр хуйхă.

Юлашки вăхăтра çамрăксем ĕçкĕпе иртĕхни, хăйсене йĕркесĕр тытни пурне те пăшăрхантарать. Обществăлла вырăнсенче сăра та ĕçмелле мар теççĕ, урам вăл шута кĕмест пуль ахăртнех. Урам варринчех сăра кĕленчисем лартаççĕ те, саркалансах ĕçеççĕ. Ĕçкĕпе иртĕхекен çынна урăх çын асăрхаттарса калани ним те мар, вĕсем хуравне часах тупаççĕ. Вилсе каясран асăрхаттарнине те нимĕн вырăнне те хумаççĕ. "Вилĕмсĕр çын çук, пурте çав масара кĕретпĕр", – теççĕ. Çаплине çапла-ха, анчах çын вилсен те унăн ячĕ ĕмĕрлĕх юлать. Çыннăн ырă ĕçĕсем, урă пурнăç йĕркипе пурăнса, ачи-пăчине тĕрĕс воспитани парса обществăшăн усăллă çынсем пулччĕр тесе тăрăшни ачисемпе мăнукĕсен, тăванĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлать. Ахальтен каламан: "Ырă çын вилет, ырă ят юлать", – тесе.

Çапла, ĕмĕр иккĕ килмест, пирĕн ăна лайăх, йĕркеллĕ пурăнса ирттерме тăрăшмалла. Пурнăçран уйрăлса кайсан та пирĕн ачасем, мăнуксем лайăхпа çеç аса илччĕрччĕ. Кун çинчен пурăннă чух шутламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика