Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл хурчĕсем лайăх хĕл каçчĕр

21 сентября 2011 г.

АПАТ паха тата çителĕклĕ пулсан пыл хурчĕсем пур çĕрте те – уçă вырăнта, утар пÿртĕнче, тĕпсакайĕнче те чиперех хĕл каçаççĕ. Кун пек чухне çуркунне лайăх вăй илсе пыл пухма тытăнаççĕ.

Анчах пур çĕрте те пыл хурчĕсен çемйисем тĕрĕс-тĕкел хĕл каçаççĕ теме çук. Мĕншĕн тесен, ытти чĕр чунсем пекех, хĕллехи тапхăрта сывлăш температури виçеллĕ пулнине (вырăсла çакна "оптимальный режим воздуха" теççĕ) кăмăллаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура вĕсем сывлăхлă пулаççĕ, апат сахал çиеççĕ, вĕллесенче шăппăн лараççĕ, чирлемеççĕ. Кунашкал условисенче вĕсен ĕмĕрĕ те вăрăмланать, ĕрчевлĕхĕ те ÿсет, çăва тухсан пыл пухасси кирлĕ шайра пулса пырать.

Кĕр кунĕсем вĕçленес умĕн те, хĕлле те, çуркунне те утар пÿртĕнче сывлăш температури 4-6 градус ăшă, нÿрĕлĕх 70-80 процент пулмалла. Кун пек чухне талăка пĕр çемье вăтамран 19 грамм пыл çиет, çав вăхăтрах уçă вырăнта ларакан вĕллесенче – 30-35 грамм.

Çанталăк 20-25 градус таран сивĕтсен çак виçе 2-3 хут ÿсет. Уçă çĕрти вĕллесенче нÿрĕк шайĕ 85-98 процентпа танлашать.

Çакна та палăртмалла: вĕллесене юрпа витни – япăх мар меслет. Анчах та ку пыл хурчĕсене ытла пысăк пулăшу параймасть. Мĕншĕн тесен юр айĕнчи вĕллере сывлăш температури ялан тенĕ пекех пĕр градус сивĕ тăрать. Ку виçе, пыл хурчĕсене юрăхлă температурăпа танлаштарсан, 6 процента яхăн сахалрах. Çавăнпа та хĕллехи вăхăтра юр айĕнчи вĕллесенчи хуртсем, утар пÿрчĕсенчисемпе танлаштарсан, 4 килограма яхăн ытларах пыл пĕтереççĕ. Кунсăр пуçне уçă çĕрте хĕл каçакан хуртсенчен чылайăшĕ аскосфероз тата варроатоз чирĕсенчен тасалаймасть. Çавна пула пыл пухасси те палăрмаллах чакать.

Çаксене шута илсе вĕллесене тĕпсакайĕнче е утар пÿртĕнче хĕл каçарма сĕнес килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика